ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Эрнекун, 22.11.2024, 16:00
Сайт тытăмĕ
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 2
Хăнасем: 2
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Главная » 2013 » Юпа » 12
Чăвашлăх
Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?
Иртен пуçлатăп та каçчен
Çакăн çинчен шутлатăп хам пĕччен:
Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?
Кăшкăрашса çеç çӳрени
Пур, пулнă та пулатпăрах тени
Чăвашлăх-ши вара?
Хăш-пĕрисем шутлаççĕ çапларах.
...Ура çине ĕне те пусрĕ сахал мар,
Шап-шурă юр пуçăм çинче çук мар,
Кăшкăрашса çӳренипе анчах
Пĕлетĕп: пурнăç тума çук пачах.
Эппин, кăшкăрашни чăвашлăх мар,
Эппин, куштанланни чăвашлăх мар.
Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?
Чăвашлăх вăл – сăпайлăх,
Ĕçе савни,
Ваттисене хисеплени,
Тепри тунă ĕçе курма пĕлни,
Чăнлăхпа тĕрĕслĕхе
Элем евĕр курни.
Чăвашлăх вăл - çемье тытма пĕлни,
Атте-анне тесен чĕре кăлт-кăлт тапни,
Чăваш чĕлхишĕн тăрăшни
Ламтайсене ялан асра тытни.


2.

Чăвашлăха пулать-ши упрама?
— Ыйту тăратрăм хам ума.
Паллах, ăна пит çăмăл çухатма,
Паллах, ăна пит йывăр упрама.
Çухатасси — анаталла утни,
Кустăрмана кусса кайтăр тесе тĕкни.
Упрас тени — ту ... Читать дальше »
Просмотров: 721 | Добавил: Deemar | Дата: 12.10.2013 | Комментарии (0)

Главе Чувашской Республики господину Игнатьеву М. В.

Копии:

Председателю Государственного Совета Чувашской Республики господину Попову Ю. А.

Президенту Чувашского национального конгресса господину Архипову Г. Н.


Уважаемый Михаил Васильевич!

На 26 октября 2013 года намечено проведение очередного, 8-го Съезда Чувашского национального конгресса.

Я имею честь являться одним из иниц ... Читать дальше »

Просмотров: 592 | Добавил: Deemar | Дата: 12.10.2013 | Комментарии (0)

*** *** ***

Черченкĕ, чечен чăваш чĕлхи – чылай чĕлхесенчен чи чиперри, чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеç чĕлхи. Чăваш чĕлхи – чĕрĕ чĕлхе.
Чĕресĕр чиновниксем чаршавласах чарасшăнччĕ чăваш чĕлхине. Чарусăрлансах чĕркуçлентересшĕнччĕ, чĕрпеклентересшĕнччĕ. Чĕмереллисем, чăрăлти чанасем чăмрĕç чăтлăха. Чăтăмсăррисем чылайăшĕ чăхăмласа чăркăшланчĕç, чăшăлтатрĕç, чăваш чĕлхин чапне чухламарĕç.
Чĕлхеçĕсем чăваш чĕлхине чĕм чĕрĕлтерчĕç. Чаш! чашларĕ чăваш чĕлхи. Чăвашлатрĕ, чăлăм чăлахланмарĕ, чĕтренмерĕ. Чăкăл-чăкăл чăкăлтатса! чалл! чалкăшрĕ чăваш чĕлхи. Чечекленет чаплă чăваш чĕлхи. Чăмăртанăр чăвашсем! Чăваш чĕлхи чыслă чĕлхе. Чăваш чĕлхи чĕрĕ чух чăваш чухăнланмĕ. Чун чĕререн чăваш чĕлхине чыслăр, чăн чĕре – чăваш чĕлхинче.
Лидия УГАХИНА.
*** *** ***
Авӑтайман автан.
Альтук аппасен Автанĕ апат анманнипе аптӑранӑ. Аран-аран авӑтнӑ - ах, анчах! Алхас Анчӑк Автана анратмаллипех анра ... Читать дальше »
Просмотров: 614 | Добавил: Deemar | Дата: 12.10.2013 | Комментарии (0)

«Чăваш чĕлхине мĕнле шайра вĕренни вĕренÿ тытăмне епле йĕркеленинчен килет. Хуласенчи ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн ют чĕлхе мар ĕнтĕ. Çавăнпа ăна ют чĕлхе пек вĕрентмелле мар. Меслетçĕсемпе вĕрентÿçĕсен питĕ тимлĕ пулмалла.

Чăваш чĕлхине иккĕмĕш чĕлхе шайĕнче вĕрентмелле, мĕншĕн тесен вăл вырăслипе тан, патшалăх чĕлхи шутланать. Тĕрлĕ сăлтава пула эпир çав шая çитеймерĕмĕр-ха. Специалистсем хатĕрлесси пирĕн тивĕç. Ача сачĕсенче чăвашла вĕрентекенсем кирлĕ», - терĕ педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Валентина Игнатьева доцент И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ «Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхине упраса хăварасси, аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх» «çавра сĕтелте».

Унта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн социологи кафедрин сотрудникĕ Эктар Алос и Фонт, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университ ... Читать дальше »
Просмотров: 677 | Добавил: Deemar | Дата: 12.10.2013 | Комментарии (0)

Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Сайт архив
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем