Чăвашлăх Мĕскер-ши вăл чăвашлăх? Иртен пуçлатăп та каçчен Çакăн çинчен шутлатăп хам пĕччен: Мĕскер-ши вăл чăвашлăх? Кăшкăрашса çеç çӳрени Пур, пулнă та пулатпăрах тени Чăвашлăх-ши вара? Хăш-пĕрисем шутлаççĕ çапларах. ...Ура çине ĕне те пусрĕ сахал мар, Шап-шурă юр пуçăм çинче çук мар, Кăшкăрашса çӳренипе анчах Пĕлетĕп: пурнăç тума çук пачах. Эппин, кăшкăрашни чăвашлăх мар, Эппин, куштанланни чăвашлăх мар. Мĕскер-ши вăл чăвашлăх? Чăвашлăх вăл – сăпайлăх, Ĕçе савни, Ваттисене хисеплени, Тепри тунă ĕçе курма пĕлни, Чăнлăхпа тĕрĕслĕхе Элем евĕр курни. Чăвашлăх вăл - çемье тытма пĕлни, Атте-анне тесен чĕре кăлт-кăлт тапни, Чăваш чĕлхишĕн тăрăшни Ламтайсене ялан асра тытни.
2.
Чăвашлăха пулать-ши упрама? — Ыйту тăратрăм хам ума. Паллах, ăна пит çăмăл çухатма, Паллах, ăна пит йывăр упрама. Çухатасси — анаталла утни, Кустăрмана кусса кайтăр тесе тĕкни. Упрас тени — ту çинелле утни, Хăвăн çине пит йывăр лав хуни. Чăвашлăха упрас тесен, Чăн-чăн чăваш пулас тесен, Сăпайлă пулмалла, Куштанланса, Каппайланса Çӳрессинчен пăрăнмалла; Тата ĕçе юратмалла. Ваттисенчен вăтанасси, Теприн ĕçне хисеплесси Тĕпре яланах пулмалла. Чăнлăхпала тĕрĕслĕхе Ламран-лама килекен ĕçлĕхе Элем пек курмалла, Çемьешĕн, ямахатшăн тăмалла, Чăваш чĕлхишĕн кирлĕ чух, Унран хакли вăл ним те çук! Чăн Улăп пек кĕрешмелле, Чĕлхе вăл — Пурнăç, темелле, Ламтайсене асра тытса, Вĕсен сăнне умра курса, Хăв тунă ырă ĕç-хĕле Вĕсен тарасипе сан виçмелле. Çапла кăна чăвашлăха Пулать пуль хăварма яланлăха. ----------------------------------------- Юхма Мишши.