Тимĕр Тяпкин: «ХАЛĂХĂН ХӲТĔЛЕВ МЕХАНИЗМĔ ПУЛМАЛЛА»
Владимир
Геннадьевич Тяпкин – чăваш чĕлхине хӳтĕлесе суд таранччен çитнĕ сайра
çынсенчен пĕри. Шупашкарти кирпĕч завочĕ таврашĕнчи лавккасенчи чăвашла
ăнланман сутуçăсем унран шикленсе тăраççĕ. Чăваш наци аталанăвĕн юхăмне
вăл Республика тӳремĕнче чăваш чĕлхишĕн выçă тытакансене курсан кĕрсе
кайнă. Усламçă, чăваш наци культурине аталанма пулăшакан «Сувар» фондăн
пуçлăхĕ. Чăваш Ен тулашĕнчи чăваш бизнесменĕсемпе тачă çыхăну тытать.
ИРĔК ХУМĔСЕМ –
Историре чăваш наци çĕкленĕвне (е чĕрĕлĕвне) тĕрлĕ тапхăрсене пайлама
пулать. Çав «хумсене» эпир паян хисепе илеетпĕр: 1871 çул – Яковлев
Чĕмпĕрте чăваш шкулĕ уçнă, 1905 – патша наци политикине çемçетсен
Никольский «Хыпар» хаçат кăларас ĕçе пуçăнать, 1917 – Чĕмпĕрте чăваш
халăхĕн I Аслă Пухăвĕ иртет, 1920 – Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленет,
Совет саманинчи çулсем – 1937 çулччен чăваш литератури ирĕклĕ аталаннă
тапхăр, 1962 – Андриян Николаев чăваш космоса вĕçет, 1992 – Шупашкарта
чăвашсен Аслă Пухăвĕ иртет, Чăваш наци конгресĕ туса хураççĕ, 2000 –
Мускавра федераци шайĕнчи Чăваш наципе культура автономине йĕркелеççĕ.
Çак схемăна пăхсан, теори тăрăх, хальхи вăхăтра чăвашсен хушшинче тепĕр
хавхалану, çĕкленӳ хумĕ пулмалла. Сисĕнет-и вăл? – Çук, чăвашсенчен
килмест вăл. Улшăнусем вĕсем веçех Мускавпа çыхăннă. Мускав ирĕк
парать-тĕк – пулать. Мана та шурсухалсем калаççĕ: «90-мĕш çулсенче наци
юхăмĕ кĕрлесе кайрĕ, президентлăх институчĕ йĕркеленнĕччĕ тата ытти те…
Каçарăр та, Марий Эл та, Удмурти те ун чух республика пулса тăчĕç.
Мĕншĕн тесен çĕршыв пуçлăхĕ Ельцин вăл вăхăтра: «Берите столько
суверенитета…» – терĕ. Вăл пирĕн çитĕнӳ мар, панă япала. Вăл вăхăтра,
паллах, эпир кăпăк пек хăпарса кайрăмăр. Кайран, шел пулин те, Мускав
«гайкăсене пăрма» пуçласан, вăл юхăм пач çухалчĕ. Халĕ ман ыйту
çуралать: «Эсир, сумлă шурсухалсем – вăл вăхăтра президент статусне,
суверенитет туса хума пултарнă çынсем – ăçта эсир паян? Сăмахран, пирĕн
республикăн çĕнĕ Конституцийĕнчен «Президент» сăмаха кăларса пăрахрĕç
депутатсем – хирĕç пĕр сăмах калакан та çук. Наци юхăмĕнче ĕçлекен
çынсем, çӳлтисем, ма пĕр сăмах та кăлармастăр? – Çӳлтен ирĕк паманнипе-и? –
Теорипе пăхсан, халĕ, калăпăр, влаçа пĕр-пĕр реформатор килсе Мускавран
ирĕк парсан – каллех площаде тухма, кăшкăрма пуçлатпăр… Шел пулин те,
урăхла пулма та пултараймасть пулĕ, веçех Мускавран килет. Çавăнпа та
йĕрсе ларма пăрахмалла. Паяхи кун та эпир влаçран пĕрмаях ыйтатпăр:
чăваш чĕлхи шкулне тумалла, учительсене ĕç укçи туса памалла, программа
туса памалла, уроксене нумайрах тумалла, хаçатсене, журналсене сармалла,
телевидени тумалла… 20 çул калаçатпăр: памалла, ыйтмалла… Калас килет:
пăрахăр ун пек ыйтма. Мĕнле ăнланмастăр эсир? Пулмасть вăл япала. Халĕ
пур çĕрте те оптимизаци пырать, Раççейре, ытти çĕршывсенче. Олигархсен
системи хуçаланнине пĕлетпĕр. Укçа уйăрнă чухне пăхаççĕ кама мĕн
памаллине. Пуçлăх акă мĕнле шутлать вăл: «Чăвашсем мĕн ыйтаççĕ? Пенси.
Пенси памаллах. Пенсионерсем – электорат. Тата мĕн ыйтаççĕ? Чăваш чĕлхи
учителĕсем валли, чĕлхе программи валли укçа ыйтаççĕ. Пире кирлĕ-и вăл
вĕсем чăвашла вĕренни? Çук. Укçа памасан мĕн пулма пултарать? Нимĕнех
те. Мĕнпе хăрушă? Нимĕнпе те». Акă çак ыйтăва çӳлте татса панин тĕслĕхĕ.
ТĔРĔС ДИАГНОЗ – Хальлĕхе влаçрисем ку йывăрлăха пирĕн пек халăхсем çине тийĕç. Çак проблема малашне вырăс халăхне хăйне пырса тивмест-и? –
Эп вырăс халăхĕ пирки пуçа çĕмĕрместĕп. Паллах, пырса тивет, çапах вăл
вырăссен проблеми. Пирĕн хамăрăн йывăрлăхсем. ЮНЕСКО каларĕ пулсан,
чĕлхе пĕтес хăрушлăх пур тесе… – ЮНЕСКОна ăна вĕт кирлĕ пек калаттарма пулать пулĕ е çук-и? –
Çук, вăл халăхсен хушшинчи сумлă организаци. Енчен те ЮНЕСКО Хĕрлĕ
Кĕнекене мĕнле те пулин чĕр чуна кĕртет пулсан, эпир пурте ĕненетпĕр.
Мĕншĕн хальхинче вăл суять тесе шухăшламалла? Чăваш чĕлхи пĕтекен чĕлхе
пулнине эпир вĕт хамăр хушăра ЮНЕСКО каламасăрах пĕлетпĕр. – Сисĕнет-ха вăл. –
Мĕнле вăл сисĕнет? Сисĕнет кăна-и?! 20 çул хушшинче икĕ миллиона
çитекен чăваш халăхĕ 700 пине яхăн çын çухатрĕ. Вăйлă математик
пулмасăрах паллă, республикăра чăвашлăха çакăн пек фольклор шайĕнче кăна
аталантарсан тепĕр 80 çултан чи авалхи халăхсенчен пĕри çĕр çинчен
пĕрех çухалать пулмалла (çырав кăтартăвĕсемпе 12 процента чакнă!).
Чечняра мĕнле вăрçă кĕрлерĕ пулсан та халăх йышĕ хушăннă. Çавăнпа та
пирĕн врач пек тĕрĕс диагноз лартмалла, вара пăхмалла лару-тăрăва
мĕнлерех лайăхлатма пулать.
СПЕКУЛЯНТЛАННИ – Вăйлă чăваш
артисчĕсем, вăйлă писательсем калаççĕ: «Мĕскер вăл ЮНЕСКО? Вăл Америка
пропаганди. Чăваш пĕтмест, чăваш пин çул пурăнать!» – теççĕ. Вĕсем
мĕншĕн ун пек калаççĕ? Ман ĕмĕре çитет тесе-и? – Çук, унпа кăна мар.
Чи пĕрремĕшĕнчен, вĕсен пĕтĕм бизнесĕ çав чăвашлăх çинче тытăнса тăрать.
Вăл ĕмĕрĕпех кĕнеке çырнă, унăн чăвашсене кĕнеке сутмалла, юрăçăн диск
сутмалла е билет, журналистăн хаçат сармалла чăвашсем хушшинче.
Шупашкарти поэтсен, писательсен, ыттисен (интеллигенцин) – çăкăрĕ çавă.
Вăл каяймасть станок умне е урăх çĕре. Вăл суйлав умĕнче тăрать, унăн
хăйне хăй приговор çырмалла. Лĕкĕр-лĕкĕр тунин результачĕ – ноль. Ку вăл
– спекуляци. Эсĕ çавăн чухлĕ кĕнеке кăларатăн, вăрçатăн «кĕнеке
илмеççĕ, вуламаççĕ» тесе. Сан хăвăн килĕнте чăвашла кĕнеке вуламаççĕ
пулсан, эсĕ мĕншĕн ман ачана вулаттарасшăн? Регионсенче пурăнакансене ку
сăмах пырса тивмест, вĕсем урăхларах условисенче пурăнаççĕ. Çавăнпа
халĕ ялта ашшĕ-амăшсене «папа-мама» теççĕ те. Ялта пурăнакансем ухмахсем
мар, вĕсем кураççĕ вĕт хулари вăйлă çынсем пурте ачисемшĕн «папа-мама»
пулнине. Çынсене улталаймастăн. – Шупашкарта кам хăйсен ачисене «атте-анне» тесе калаттарса чăвашлăхшăн кĕрешме ăнтăлать? –
Ун пеккисем пур: Марина Карягина, Николай Лукианов, Вячеслав Тимофеев,
Ивановсем, ыттисем… Эпир пурпĕрех чăваш пулса вилетпĕр. Анчах та эпĕ
кăравул кăшкăрмастăп. Халăхăмăр умĕнче хамăн та айăп пур. Манăн та икĕ
аслă ывăл чăвашла лайăх калаçаймаççĕ. Анчах та «скажи на русском» тесе
кӳрентермеççĕ, ашшĕн ятне ямаççĕ. Вĕсем çуралнă чухне эпĕ хулара тăван
чĕлхене, халăха юратасси пирки илтмен те. Эпĕ писатель, поэт, художник,
журналист, юрист пулман. Урăхла каласан, эпĕ чăвашлăхпа çыхăнса ĕç укçи
илсе ларман. Кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ чухне рабочисемпе тăван чĕлхепе
калаçма тăрăшнă (вĕсем нумайăшĕ ялтан килнисем пулнăран). Цех пуçлăхĕ
пулнă май кантурта чăвашлах калаçма пикенсен, ман çине майрасем сиксе
ӳкетчĕç: «Опять на своем начинаешь. Мы не знаем чувашский. Ты не
культурный!». Эпĕ пĕрмай шутланă: «Ма çакăн пек?» Тата мана çавсемех
пĕрмай кӳрентеретчĕç: «Хăвăр пĕрле пухăнсан та, на своем разговаривать
стесняетесь», – тесе. Тĕрлĕ лару, пуху тата ахаль кăна 6-7 çын пухăнсан
вырăсла калаçа пуçланă. Ăçтан патриот пулмăн кун пек лару-тăрура! Йăх
çавăн пек пулмалла пулнă пирĕн.
УЛТАЛАНМАЛЛА МАР – Мĕн тумалла вара? –
Мана паян çак ыйтăва нумайăшĕ параççĕ. Трагеди тумастпăр. Ура çине
тăрса пĕтетпĕр. Çав вăхăтра мĕн чухлĕ юрăç «ĕрчесе» кайрĕ. Юрла-юрлах
пĕтет пулмалла чăваш çĕр çинчен. Вăл объективлă япала. Латынь чĕлхи
пĕтнĕ, тата ыттисем. Историре нумай тĕслĕх. Паллах, пур: «Мĕскер эсир?
Халь веçех аталанса çĕкленсе каять», – текенсем те. Пулмасть.
Улталанмалла мар. – Эс калани патне таврăнар-ха. Нихăш ашшĕ-амăшĕ те
хăй ачине ыттисенчен катăкрах çитĕнтересшĕн мар. Калăпăр, телефон,
айфон, ытти мультимедиа хатĕрĕсем, компьютерти программăсем йăлтах
чăвашла пулнă пулсан (чĕлхе çак шайра конкуренцие тӳсме пултарайсан),
вĕсем, тен, ачипе сăпкаранах вырăсла калаçман пулĕччĕç? – Паллах. Ну,
мĕн тумалла паян? Хамăртан мĕн килнине тумалла. Калăпăр, йĕркелесе ятăм
эпĕ темиçе çул каялла Сурхури ирттерессине, халĕ ăна хулара
(Шупашкарти) темиçе çĕрте тăваççĕ. Еврейсенчен тĕслĕх илетĕп. Эсир
пĕлетĕр, еврейсенчен çурри ытла иврит чĕлхине пĕлмест. Çапах та еврей
культурине аталантарас тесе вăйлă тăрăшаççĕ, мĕнлерех туслă пурăнаççĕ.
Ан тив, чĕлхене сыхласа хăварма пултараймăпăр, çапах та халăх
сăн-сăпатне сыхласа хăварма вăй çитереетпĕр. Калăпăр, эсĕ хăвăн ачуна е
мăнукна чăвашла ят хуртараятăн-тăк, эпĕ сан калаçăвна пӳлместĕп,
кĕрекере сумлă вырăна лартатăп. Мухтанса каламастăп, çапах та эпĕ хамăн
хĕре чăвашла Тайпи ят патăм. Мĕншĕн, калăпăр, конгресра ларакансем çавăн
пек тумалла мар? Вĕсем пĕр вĕçĕмсĕр начальство çинчен калаçаççĕ,
трибуна çинчен анма пĕлмеççĕ. Никамăн ачи те «атте-анне» тесе чĕнмест
вĕсене, никамăн ачин чăвашла ят çук, никамăн килĕнче чăвашла калаçмаççĕ.
Вĕсем спекулянтсем тата ĕçсĕр аптăракансем. Çавăнпа эпĕ çакнашкал
çынсене хирĕç. – Тен, вĕсем хăраççĕ? – «Ача чăвашла калаçма
пикенчĕ, урамра унран кулчĕç те калаçма пăрахрĕ», – тет пĕр писатель.
Тĕлĕнмелле хавшак вĕт-ха! Çынсем ирĕклĕхшĕн пуçĕсене хунă, Митта
Ваçлейĕ, Петĕр Хусанкай тата ыттисем тĕрмере ларнă национализмшăн
айăпланса. Кусем вара кулаççĕ тенипех чăваша сутнă… Нумай çын шанса
пурăнать вĕт: «Пирĕн конгресс пур вĕт-ха, çапах конгресс мĕн-тĕр тăвать
вĕт-ха», – тесе. Тумасть нимĕн те конгресс! Халĕ конгресăн пуçлăхĕсем
100 проценчĕпех унтан кайсан, вăл ыран хупăнсан, эпир хуть пĕлĕпĕр нимĕн
те çуккине. Чăвашлăхшăн çунакан орган çуккине. Вара, тен, тупăнаççĕ
çынсем. Тен, мĕн-тĕр йĕркеленсе каять. Конгреса принциппа çӳремен
пултаруллă патриотсем пур. – Камсем-ха вĕсем? – Чăвашлăхшăн чунпа
çунакансем – Атнер Хусанкай, Виталий Станъял, Валери Туркай, Праски
Витти, Николай Лукианов, Олег Цыпленков, Тымарлан тата ыттисем, нумайăн.
Пустуй вăхăт ирттерессишĕн мĕн çӳрен?
СĂВАР ХАЛĂХĔ – Конгресăн тытăмне улăштарасси ку вăл санăн сĕнӳ шайĕнче е шухăшлав? –
Паллах. Кристаллизаци пекки пулать вĕт-ха. Тен, мĕн те пулин шăрçаланса
каять. Халăхăн пулмалла вĕт-ха хӳтĕлев механизмĕ. Эпир хамăра
ĕненетпĕр. Урамра, учрежденисенче, çул-йĕр автоинспекторĕсемпе чăвашла
калаçатпăр. Телефон шăнкăравласан та «слушаю» мар,
«итлетĕп» тетпĕр. Тĕрлĕрен юхăмсем пур. Эпир фонд туса хутăмăр, Çеçпĕл
фончĕ пур, сăварсем. Юлашки çыравра та хăшĕ-пĕрисем «сувар» тесе
çыртăмăр хамăра. Кăна, паллах, хирĕçлесе. Ун чух Шупашкарта хисеплĕ
юлташ Николай Федоров пуçларĕ «национализма хĕртнĕ вутпа çунтаратăп»
теме, министрсене вырăссене лартма пуçларĕ, хаçат-радиора чăвашлăх
престижĕ çухалчĕ. Премьер-министр та пирĕн халăх çынни марччĕ. Чăваш
халăхĕ мĕнле хăйне çапла мăшкăллаттарма пултарать тесе эпир юлташсемпе
çыравра хамăрăн несĕлсен ячĕпе «сувар» тесе çыртартăмăр. Ку протестла ĕç
пулчĕ. Çак юхăм вăй илессине эпир, 4-5 çын пулнăскерсем, кĕтмен те.
Паян Шупашкарта 100 сувар пурăнать. Вĕсем сайт туса хучĕç, Мускава кайса
Регионсен аталанăвĕн министерстви урлă нацисен реестрне сувар халăхне
кĕртрĕç. Халĕ вĕсен документ çине сувар тесе çыртарма тулли ирĕк пур. – «Сувар» тесе çырăнни вăл «эп чăваш мар» тенине пĕлтермест-тĕр вĕт ĕнтĕ? –
Вĕсене чăваш тесе каласан, вĕсем кӳренеççĕ те. Вĕсен шучĕпе «чăваш»
этнонима пире ытти халăхсем панă, ят кăларнă. Ку вăл уйрăм калаçу теми.
Çапах та паян пире сăварпа пăлхартан хăçан чăваш пулса тăнине пĕр ăсчах
та татăклăн калаймасть, тата мĕншĕн ун пек пулнине. Никам та калаймасть.
«Суас – чуваш» теççĕ, «çăва» сăмахпа çыхăнтараççĕ… Хальлĕхе официаллă,
академилле верси çук. Маншăн хамшăн та вăл пысăк ыйту. – Кун пек
версисем каланă чух (чылай чухне çакă сисĕнет) пирĕн халăх хушшинче
ытлашши хăмпăланни палăрать: «Ку сăмах вырăс чĕлхине пирĕн чĕлхерен
кĕнĕ, вăл сăмах пĕлтерĕшĕ пирĕнле кăна тĕрĕс вуланать тата ытти те». Пур
пуль ун пек сăмахсем. Анчах та кашни сăмаха ун пек палăртсан ăçта пырса
çитетпĕр? – Килĕшетĕп. Абсурд патне. Ваттисем пире: «Пирĕн халăх
вăйлă халăх пулнă, чăваш халăхне кирлех-и мĕскĕнлетме?» – тесе калаççĕ.
Чăваш сăмах мана нихăçан та вăтантарман, ютшăнмастăп. Çамрăк мар вĕт-ха.
Хамшăн хам çапларах йышăну турăм. Чăваш пулса пурăнатăп пулсан та чунпа
эпĕ сăвар. Тепĕр çыравра та «сăвар» тесех çырăнасшăн. – 2011 çулта
Шăнкăртамра (ЧР, Патăрьел районĕ) Пĕтĕм Раççейри ял Сабантуйĕ иртрĕ.
Унти ертӳçĕсем ĕлĕк-авал Атăл тăрăхĕнче пĕртăван икĕ улăп – Пăлхар тата
Сăвар – пурăннă, каярах икĕ тăванла хула Хусан тата Шупашкар никĕсленнĕ
тесе театрализациленĕ представлени пуçларĕç. Çавна май ыйту пур. Эсĕ,
историпе тарăн кăсăкланакан çын, наци патриочĕ, тутарсем хăйсен
аваллăхне пăлхарсемпе çыхăнтарни çине еплерех пăхатăн? – Тутарсем
вĕт-ха тĕрлĕрен халăхран пулса кайнă. Пур кыпчаксем. Вĕсемшĕн ку верси
ют. Пур эпир Чингисхан тăхăмĕсем текен тутарсем. Хăйсен мăн аслашшĕсене
пăлхарсемпе çыхăнтаракансем те чылай. Вăхăтĕнче ислам йышăнса тутарланнă
чăвашсем нумай пулнă вĕт. Çавăнпа вĕсемпе килĕшмесĕр тăма та çук. Çав
вăхăтра эпир пăлхар историне пăрахса сăварсене тĕпчеме тытăннине
пĕлтермест ку. Юлашки пăнчă лартакансем эпир мар, паллах. Çапах Пăлхар
пирки тавлашу пынă вăхăтра Сăвар тымарĕсене тарăнрах тĕпченинче,
историпе кăсăкланнинче ним сиенĕ те çук терĕмĕр.
РОМАНТИЗМЛА УТОПИ –
Хусанта пурăнакан пĕр чăваш халăх ăсчахĕ халăхăн телейлĕ шăпишĕн
çунакан чăваш пуянĕсен ачисене пĕр хупă шкулта пур предмета та чăвашла
кăна вĕрентсе кăларма сĕнет. Чăвашсен чи лайăх ăсчахĕсем вĕрентнĕшĕн
пуян ашшĕсем тӳлеççĕ. Вара (вĕренсе тухса ашшĕсем лайăх ĕçе
вырнаçтарсан) вĕсем халăхăн тĕслĕхе тăратмалли элити пулса тăрĕç.
Çакăнтан наци чĕрĕлĕвĕ пуçланĕ. Ку шухăш сан шутупа мĕнлерех? –
Паллах, утопи ку. Романтизмла утопи. Шел пулин те паянхи лару-тăрура ун
пеккине тума пулмасть. Раççее кирлĕ мар. Пирĕн Чăваш Енре ун пек
олигархсем çук, шел пулин те. Лебедев ячĕллĕ наци лицейĕ хупăнни те
нумай япала çинчен калать. Аталанма объективлă услови кирлĕ. Эп
пĕрмай аслă ăсчахсенчен ыйтатăп: «Пирĕн пек пĕтсе пыракан халăхсем пĕрре
мар вĕт, историре пулнă-и пĕр-пĕр халăх ӳкес çĕртен хăпарса кайнă
тĕслĕх?» Мана Юхма Мишши калать, Польша историйĕнче пулнă тет. Вĕсем,
пĕтме тытăннăскерсем, çĕнĕрен çĕкленме пултарнă имĕш. – Поляксем –
пысăк халăх, вĕсем 60 миллион çын, пĕчĕкрех халăх та – 12 миллионлă
еврейсем – хăйсен патшалăхне туса хума пултарнă 1949 çулта. – Инçе
каймалла мар. Эпир пĕрмай вĕрентӳ тытăмне вăйлатмалли, академисем,
институтсем кирли çинчен калаçнă вăхăтра, чикансем хăйсен хушшинче
чиканла кăна калаçаççĕ. Раççейре вĕсем 220 пин кăна. Эсир мана тӳрех
калаятăр-и чикансен миçе халăх артисчĕ е миçе наука докторĕ пулнине? – Çук-тăр… –
Вĕсене кирлĕ те мар вĕсем. Вĕсен хаçачĕ çук, теле-радиопередачис ем
çук, конгресĕ çук, пĕр «Кармен» ансамбль пур. Патшалăхран укçа илмесĕрех
чикан ачи чиканла калаçать. Никам та кăшкăрмасть чикан халăхĕ пĕтет
тесе. Çавăнпа та шухăшламалăх пур. Çак тĕслĕхе илсе кăтартатăп та: «Эс
пире чикан шайне антарса лартасшăн-и?» – текенсем те тупăнкаларĕç. Мĕн
тăвăн, суйлама тивет. Эсир: «Пирĕн çавăн чухлĕ паллă çыравçă, ăсчах тата
ытти те», – тесе мухтанатăр пулсан, ан йĕрĕр, ан макăрăр чăваш пĕтет
тесе. Мĕншĕн тесен чи малтан чăваш чĕлхинчен шăпах вĕреннĕ çынсен ачисем
писеççĕ. Чăвашран тухнă интеллигенци аталанма пуçласан чăваш чĕлхи
пĕтме пуçларĕ. Парадокс, çапах та «папа-мама» теме чи малтан учительсен
ачисем пуçларĕç.
ЕРТӲÇĔРЕН КИЛЕТ – Этем çĕр патне мĕн чухлĕ
çывăхрах – çавăн чухлĕ тăван чĕлхе сыхăрах вăл çынра. Анчах та паян пире
хула чăвашла калаçманни пăшăрхантармасть (тĕпрен илсен, вăл нихăçан та
калаçман), пире ял çамрăкĕсем чăвашла калаçма чарăнни хумхантарать.
Вĕсем ачаранах вырăсла калаçса ӳсеççĕ, мĕншĕн тесен хăйсен пуласлăхне
ялпа çыхăнтармаççĕ пулмалла. Урбанизаци тенденцийĕ пырать-çке пирĕн
çĕршывра. – Çапла пулса тухать. Ертӳçĕрен нумай килет. Çынсем вĕт
ертӳçĕ çине пăхаççĕ, тĕслĕх илеççĕ. Ав, Юхма Мишшинех илĕр. ЧОКЦ пур
унăн. Бюджетран укçа ыйтмасăрах ăнăçлă тата тухăçлă ĕçлет. Ав, тулашри
регионсенче еплерех тăрăшаççĕ чăваш ертӳçисем. Тутарстанри Константин
Яковлев, Екатеринбургри Дмитрий Николаев, Тюменьри, Оренбургри ертӳçĕсем
маттур. Хăйсем патĕнче чăвашсен патриотизм туйăмне вăратма тăрăшаççĕ.
Уйрăмах К.Г.Яковлев тĕрлĕ шайри конференци, пуху, тĕрлĕ мероприяти
ирттерме пултарни мана питĕ савăнтарать. Пире – Шупашкарти чăвашсене –
ун пек лидер пулсанччĕ! – Геннадий Аксаков хушаматне Чăваш
Республикинчи хыпар хатĕрĕсем нумай пулмасть асăнма та хăратчĕç. Çав
вăхăтра вăл, Патшалăх Думин депутачĕ, Раççейри чăвашсене пĕрлештерес
ĕçре калама çук пысăк усă кӳчĕ. Аксаков федераци шайĕнче чăваш
автономине ертсе пынă тапхăр пирки мĕн калама пултаратăн? –
Пĕлтерĕшлĕ тапхăр, паллах. 6-7 çул тăсăлчĕ вăл. Аксаков вăл чăвашла
калаçсах каймарĕ пулин те, чăвашсене нумай усă кӳчĕ. Регионсенчи
чăвашсене вăратма пултарчĕ. Мускав варринче ВДНХра Акатуйсем кĕрлерĕç,
паллах, ку пире Ӳсĕм пачĕ. Халĕ вĕсене унта ирттерни вырăнлах та мар
пек. Иртнĕ вăл тапхăртан. Аксаков – вăйлă экономист. Экономистсем –
прагматиксем. Халĕ прагматикăлла ĕçлемелле. Анчах халĕ федераци шайĕнчи
автономие урăх çын ертсе пырать, регионсенчи чăвашсем те Мускава Аксаков
чухнехинчен сахалрах пухăнма пуçларĕç, хăйсем патĕнче ĕçлеççĕ.
ТӲНТЕР ЕНСЕМ – Чăваш наци конгресĕн хальхи ертӳçисен ĕçĕ сана тивĕçтерменнине пĕлетпĕр. Унăн хăвăнла аталану çулне еплерех куратăн? –
Мĕншĕн ман чун ыратать? Мĕншĕн тесен конгреса йĕркеленĕ чухне эпĕ Атнер
Хусанкайсемпе пĕрле пулнă. Паянхи кун наци конгресĕ фестиваль шайĕнче,
Акатуй шайĕнче, фольклор шайĕнче ĕçлемелле мар! Наци культурин фончĕ те
тума пултарать вăл ĕçе. Аталанас пулсан, пĕрремĕшĕнчен, вăйлă
экономика блокне туса хумалла. Патшалăхран укçа ыйтма пăрахмалла. Халĕ
хăшĕ-пĕрисем çӳреççĕ мухтанса: «Акатуй тума патшалăхран çавăн чухлĕ
миллион укçа кăларттарма пултартăмăр», – тесе. Эпĕ вĕсенчен ыйтатăп:
«Сире Акатуй тума миçе така кирлĕ? Вунă така çитет-и? Эп сире илсе
параятăп. Сăра кирлĕ пулсан, сăра вĕретме хăмла та тупса параятăп. Çулла
фольклор коллективĕсенчи çынсене вырнаçтарма пионерлагерьсенче те
пулать, мĕн тума хаклă хăна çурчĕсене тăкакланмалла? Ăнлантарса
парăр-ха, мĕн тума пĕр кунра çавăн чухлĕ укçана сая ямалла? Ăна вĕт
урăх, кирлĕрех ĕçсем çине яма пулать? Иккĕмĕшĕнчен, идеологи.
Конгресăн хальхи пуçлăхĕсем 2000 çулсенче власть умĕнче йăпăлтатса-и,
«Конгресс политикăпа аппаланмасть» тесе заявленисем турĕç, «принциплă
позици» тесех. Ун пек пулмасть вăл. Уинстон Черчилль: «Политика – есть
самое концентрированное выражение экономики», – тесе каланă. Пулмасть
политикăсăр ку пурнăçра. Çав вăхăтрах конгресрисем патшалăх шайĕнче укçа
памасан, пулăшмасан, депутатсем чăвашла калаçмасан кӳренеççĕ. Паян
конгресăн район шайĕнче, хула шайĕнче пĕр депутат та çук. Апла эсир мĕн
йĕрсе ларатăр? Конгресăн уççăн политикăпа ĕçлемелле. Никам та пире
чармасть хамăр депутатсене суйлама. Президент таранчченех. Халĕ
республика конституцийĕнчен «патшалăх» сăмаха кăларса пăрахрĕç. Чăваш
патшалăх университечĕ пур, патшалăх театрĕ пур, чăваш патшалăхĕ – çук.
Паллă, малалла укрупнени пулать. Çав вăхăтра конгресс пĕр заявлени те
тумарĕ. Акă вăл наци конгресĕ политикăпа аппаланманнин тӳнтер енĕ.
Саккун май панă таран пирĕн политикăна кĕмелле. Кĕмелле кăна мар,
кĕрешмелле. Мĕншĕн тесен Мускавран та пăхаççĕ. Пире Конституципе икĕ
чĕлхепе те пĕр тан усă курма ирĕк панă. Эпир вара хăш чухне
мероприятисене те чăвашла ирттерейместпĕр. Паллах, тепĕр утăм чăваш
чĕлхине Конституцирен кăларса пăрахасси пулать. Мĕншĕн тесен халăхăн
ытларах пайĕ усă курмасть унпа. Официаллă заявленисене чăвашла тумаççĕ,
судсенче чăвашла калаçмаççĕ, ведомствăсенче усă курмаççĕ. Конгресăн
çавна тимлемелле мар-и? – Шел пулин те халĕ патшалăха чăвашсене
чăвашла вĕрентни кирлĕ мар пек туйăнать, вĕсем вырăсла та лайăх пĕлеççĕ,
ăнланаççĕ тесе шутлать патшалăх. Çавăнпа чĕлхе енĕпе вĕрентӳ тытăмĕ те
вăйсăрланса пырать. – Çапла. Çапах та (каларăм ĕнтĕ) патшалăх
хальлĕхе чăвашла пĕлӳ илме, калаçма, судра тĕрĕслĕх шырама чармасть.
Апла пулсан чăвашсем мĕнле çулпа каясси пиртен хамăртан килет. Чи кирли –
яваплăха туйса ĕçлемелле. – Малашне те сана çакăн пек вĕресе тăма сунас килет. – Тавах.
Юрий МИХАЙЛОВ («Урал сасси»), Константин МАЛЫШЕВ. калаçнă.