ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Эрнекун, 22.11.2024, 10:51
Сайт тытăмĕ
Категорисем
Атнер П. Хусанкайăн статьисем [6]
Интереслĕ статьясен пуххи [21]
Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем [12]
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Тĕп страница » Статьи » Интереслĕ статьясен пуххи

ҪӖНӖ ШӐПӐР ҪӖНӖЛЛЕ ШӐЛӖ-И?
      90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Чăваш наци конгресне пысăк тĕллевсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Хастарсем чăваш чĕлхине, культурине малалла аталантарас, наци харпăр хăй ăнланулăхне çĕклес, халăха чăмăртас тĕлĕшпе çунатланса ĕçе пикеннĕ. Чăваш патшалăхне йăл илме мĕн пур чăваш ятĕнчен ыр сунса вăй-хăват парса тăрасси, халăха наци хăй евĕрлĕхне упраса хăварма пулăшасси, глобализаци вăй илсе пыракан тĕнчере аталану çул-йĕрне кăтартасси те конгресс тивĕçĕсен шутĕнче пулнă. Политика ыйтăвĕсене сÿтсе явма хутшăнассине те тĕпе хунă.

Юлашки вăхăтра конгресс ĕçне уççăн тиркесе калаçакан чылай. «Юрласа-ташласа çÿренипех чăвашлăха аталантараймăн, республикăна малалла яраймăн т.ыт.те» йышши сăмахсене час-часах илтме пулать. Хĕвел çинче те хура пăнчă тупма тăрăшакансем пурри пĕр енчен аван та - вĕсем пĕр вырăнта хытса ларасран сыхлаççĕ. Анчах тепĕр чухне чăрмантараççĕ те. «Тирĕк тĕп юрри» юрлама юратакансем конгресс палăртнă çултан пăрăннине сисеççĕ тĕк ăна тĕрĕс йĕрпе ямалли меслетне те пĕлеççех пек туйăнать. Апла мĕншĕн ырă сĕнÿ-канаш парас мар?

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧНК VIII съездне пухма йышăннă. Вăл конгресс кун-çулне ырă улшăнусем кĕртессе чылайăшĕ шанать. Раççей Федерацийĕн чăвашсем пурăнакан субъекчĕсенчен тата ют çĕр-шывсенчен съезда 386 делегат яма палăртнă. Пуху мĕнле иртесси, ЧНК малашлăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене тивĕçлĕ татса парасси, пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем лартса пурнăçа кĕртесси т.ыт.те вĕсенчен нумай килет. ЧНК çĕнĕ тытăмне те çавăн чухнех суйлама тивĕ. Камсем лекĕç унăн йышне? Паллах, анлă тавра курăмлă, çирĕп чун хаваллă, чăваш чунĕллĕ, мал ĕмĕтлĕ, пуян ăс-хакăллă çынсене курас килет. Вак-тĕвекпе аппалансах чапа тухма ĕмĕтленекенсен, «эпĕ - чăваш» тенипех республикăна мала яма хатĕрлекенсен вырăнĕ мар конгресс.

...Хула кунĕнче ЧНК Мăн Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Лăпкă, тикĕс сăмах-юмахран пуçланчĕ вăл. Анчах каярахпа палăртнă йĕркерен туха-туха кайрĕ. Пĕри «кĕске сăмах» вырăнне «доклад» туса пачĕ. Чăваш халăхĕн йышĕ чакнăшăн республикăпа ЧНК ертÿçисене... «харакири тума» сĕнчĕ.

Тепри хуласенче ачасене вырăсла калаçтарнăшăн ÿпкелешрĕ. Паллах, чăваш çыннин тăван чĕлхене ăруран ăрăва куçарса пымалла, упраса хăварассишĕн тăрăшмалла. Çав вăхăтрах ытти чĕлхене пĕлни те ытлашши мар-çке. Пĕр чĕлхе - пĕр ăс, икĕ чĕлхе - икĕ ăс тенĕ ĕлĕкех. Манăн шухăшăмпа - чăвашла калаçакан çемьере ÿсекен ача чĕлхе илемне, туртăмне ăша хыватех. Чи кирли - унра чăваш чунĕ-юнĕ пултăр. Акă В.Васильев профессор Тюмень облаçне кайса килнĕ хыççăн каласа кăтартни асăма килчĕ. Канаш, Пĕчĕк тата Пысăк Хутор ялĕсене иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчех республикăран чăвашсем куçса кайса тĕпленнĕ. «Çамрăксенчен чылайăшĕ чăвашла ăнланмасть. Анчах юн туртăмĕ упранса юлнă, - тет В.Васильев. - Шкул ачи кинемейрен «Эпĕ - чăваш» тесе тĕрĕс мĕнле çырмаллине ыйтать. Çакă мана питĕ тĕлĕнтерчĕ».

Истори суймасть: чăваш халăхĕ, культури, йăли-йĕрки авалах вырăс, ытти халăх ăсчахĕсене, тĕпчевçисене кăсăклантарнă. Ашмарин, Золотницкий, Сбоев, Фукс, Рона-Таш тата ыттисем... Паян та интересленекен сахал мар. Акă Б.Байрам турккă чăваш фольклорне тĕпчет, «Улăп» эпоса хăйĕн тăван чĕлхипе кун çути кăтартнă. Чăваш çĕрĕнче çуралса ÿсекенсем те тăван халăхăмăрăн аталанăвне тÿпе хывасси иккĕлентермест.

Чăвашла юрланине, чăваш ташшисене манманнине, паллах, хурлаймăн. Ылтăн çÿпçери ахах-мерчен вырăнĕнчех вĕсем. Анчах чăваш халăхĕн ят-сумне, наци, республика хăватне ÿстерме тата та пысăкрах ĕçсем тумалла, экономика ыйтăвĕсене татса памалла, производствăна, суту-илĕве, промышленноçа аталантармалла. ЧНК черетлĕ съездне çакна витĕм кÿме пултаракансем пухăнасса шанас килет. Вара Раççей Федерацийĕн йăхташăмăрсем йышлă пурăнакан регионĕсенчи тата ют çĕр-шывсенчи наци культура автономийĕсене, пĕрлĕхĕсемпе ассоциацийĕсене, общество организацийĕсене, патшалăх тата уйрăм çынсен предприятийĕсен коллективĕсене, ăслăлăх учрежденийĕсене, мĕн пур чăваш халăхне пĕрлештерекен Чăваш наци конгресĕн çĕнĕ йышĕ-тытăмĕ çĕнĕ çул çине тухса ку енĕпе курăмлă çитĕнÿсем тума пултаратех.
Валентина БАГАДЕРОВА
Категория: Интереслĕ статьясен пуххи | Добавил: Deemar (12.10.2013)
Просмотров: 714 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем