«Чăваш чĕлхине мĕнле
шайра вĕренни вĕренÿ тытăмне епле йĕркеленинчен килет. Хуласенчи ачасем
ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш Республикинче
пурăнакансемшĕн ют чĕлхе мар ĕнтĕ. Çавăнпа ăна ют чĕлхе пек вĕрентмелле
мар. Меслетçĕсемпе вĕрентÿçĕсен питĕ тимлĕ пулмалла.
Чăваш
чĕлхине иккĕмĕш чĕлхе шайĕнче вĕрентмелле, мĕншĕн тесен вăл вырăслипе
тан, патшалăх чĕлхи шутланать. Тĕрлĕ сăлтава пула эпир çав шая
çитеймерĕмĕр-ха. Специалистсем хатĕрлесси пирĕн тивĕç. Ача сачĕсенче
чăвашла вĕрентекенсем кирлĕ», - терĕ педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ
Валентина Игнатьева доцент И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика
университетĕнче иртнĕ «Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхине упраса хăварасси,
аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх» «çавра сĕтелте».
Унта
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн социологи кафедрин
сотрудникĕ Эктар Алос и Фонт, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх
университечĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика
университечĕн, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн преподавателĕсем,
Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, хулари шкулсенче чăваш чĕлхи
вĕрентекенсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, студентсем
хутшăнчĕç.
Гуманитари институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕн ĕçченĕ,
филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров профессор «Чăваш чĕлхине
упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» ыйту тавра сăмах пуçарчĕ. «Чăваш
чĕлхи хут тăрăх пăхсассăн - патшалăх чĕлхи. Патшалăхăн пĕрремĕш чĕлхи,
çавна та манмалла мар. Чăннипе вара вăл - шăпăр шăтăкĕнче. Чăваш шкулĕ
терĕмĕр-ха та - ун пек пĕлÿ çурчĕ пирĕн республикăра пур-и вара? Вĕсем
тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен шкулсем кăна-çке. Пысăк çак ĕçе
ача усравăшĕнченех пикенмелле. Анчах унта пирĕн чăваш чĕлхи валли вырăн
çук. Ялсенче ачасем шкула кайиччен вырăсла калаçма хăнăхаççĕ. Пĕлÿ
çуртĕнче вĕреннĕ чухне те вырăсла пуплеççĕ. Чăваш чĕлхипе литература
урокĕсенче кăна чăвашла сăмахлаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче тăван
чĕлхепе калаçма пултаракан пĕртен пĕр çын - чăваш чĕлхипе литературин
учителĕ. Шкулсенче пухусене яланах вырăсла ирттереççĕ. Çирĕм çулта чăваш
халăхĕн чĕрĕкĕ çухалнă, çур миллион халăх пĕтнĕ, миллион та тăват çĕр
вăтăр тăватă çын. Чунне шутласан миçĕ чăваш юлнă-ши? Чăвашла калаçакан,
чăваш культурине пĕлекен вунна яхăн çын кăна пĕлетĕп. Тăван чĕлхен
вырăнĕ укçа-тенкĕрен нумай килет. Радиора арçын тупаймасăр нушаланаççĕ.
Этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ Чăваш театрне те каясшăн мар. Çакă пĕтĕмпех
нухратпа çыхăннă: театрта ĕçлесе çемьене тăрантараймăн. Паян чăваш
культуринче кризис. Пирĕн Писательсен союзĕ - виççĕ, 300 ытла çыравçă
пулин те вуламалли нимĕн те çук. Писательсемпе никам та ĕçлемест. Мĕн
çырмаллине те пĕлместпĕр. Халăха хăйне упрама, хисеплеме вĕрентекен
кĕнеке хайлакан çынсем çук. Шкулĕсенче те ĕç йĕркеллĕ пулса пымасть.
Учитель пĕччен нимĕн те тăваймасть. Чĕлхене патшалăхăн тытса тăмалла.
«Чĕлхе пур чух - халăх пур, халăх пур тăк - çĕр-шыв пур, çĕр-шыв пур тăк
- патшалăх пур, патшалăхĕ пур чух патши пур. Чĕлхе пĕтрĕ тĕк халăхĕ те,
çĕр-шывĕ те, патшалăхĕ те юлмасть. Пирĕн пĕр шухăшлăх та, идея та çук.
Çавăнпа чăмăртанаймастпăр. Тутарсен, пушкăртсен, калăпăр, чĕлхе
службисем пур. Вĕсем чĕлхепе, мĕнле лару-тăру - йăлт пĕлсе тăраççĕ.
Иртнĕ
ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче чăваш хаçатĕнче паллă чĕлхеçĕсем учебниксем,
вĕренÿ пособийĕсем пирки тавлашатчĕç. Халĕ никам та нимĕн те курмасть.
Кандидат, профессор темĕн чухлех, чăвашла çырма тăрсан - пĕлекенни çук.
Эпир «çÿлтен чараççĕ» тетпĕр, çÿлтен чармаççĕ, хамăра хамăр ура хурса
пыратпăр. Кашнин чунĕ ыратма пуçламасăр нимĕн те улшăнмасть», - шухăшне
палăртрĕ Николай Иванович.
Педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ
Тамара Артемьева доцента харпăр хăй ĕçĕ çинчен, çĕнĕ кĕнекесем пирки
публицистика статйисем çырманни, пĕр-пĕрин ĕçĕпе кăсăкланманни те
пăшăрхантарать. «Ĕлĕк наци ыйтăвĕн тĕпчев лабораторийĕ пурччĕ, ăна
патшалăх укçипе тытса пыратчĕç. Кадрсен лаççи ĕçлетчĕ», - пĕлтерчĕ
Тамара Васильевна.
Чăвашлăх пуласлăхĕ чăваш чĕлхине вĕрентнинчен
нумай килет. Апла пулин те ăна хистесе вĕрентмелле мар. Хисеплеме
вĕрентмелле. Çапла пĕтĕмлетрĕç «çавра сĕтелте».
Чăваш чĕлхи шăпăр шăтăкĕнче ан пултăр!!!