ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Ытларикун, 26.11.2024, 02:29
Сайт тытăмĕ
Категорисем
Атнер П. Хусанкайăн статьисем [6]
Интереслĕ статьясен пуххи [21]
Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем [12]
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Тĕп страница » Статьи » Интереслĕ статьясен пуххи

Чăваш чăвашлăхшăн çунтăр...
2009-хи чÿк уйăхĕнче Трак енре Раççейри пултаруллă учительсен Ассоциаци Канашĕн членĕ тата Тюмень хулинчи Тĕп район администрацийĕн çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе обществăлла майпа ĕçлекен президиумĕн председателĕн çумĕ М.В.Байкалова пулчĕ.
Сӑлтавӗ те ҫук мар. Пирӗн тӑрӑх ӑна уйрӑмах Ҫӗньял Чуракассинче ҫуралнӑ, виҫӗ ҫула яхӑн Тюмень чӑвашӗсем патӗнче чӑвашсен культурине аталантарассипе тивӗҫлӗ тÿпе хывнӑ, халь районти искусство шкулӗн директорӗнче вӑй хуракан Николай Никоноровпа ҫывӑх.
Мария Владимировна кунта кӗске вӑхӑтлӑха пулнӑ чух культура ӗҫченӗсемпе тата Трак гимназийӗнчи вӗренекенсемпе тӗл пулчӗ. Хӑй Тюмень хулинче темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫут ҫанталӑка сыхлас енӗпе "Ҫут ҫанталӑк—ҫын, культура" программӑн ертӳҫи пулнӑ май унӑн ӗҫӗ-хёлӗ пирки каласа пачӗ, ыйтусене хуравларӗ.
Эпӗ те хаклӑ хӑнапа курнӑҫрӑм, ӑна темиҫе ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм.

Мария Владимировна, эсир Чӑвашрах ҫуралнӑ-и? Чӑвашла питӗ таса калаçатӑр вӗт?

Паллаштарам. Манӑн ҫуралнӑ кӗтес Тутар Республикипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗпрел районӗ тенине илтнӗ пуль? Ҫӑлтӑр ял тӑрӑхӗ ҫавӑнта кӗрет.
1960 ҫулта вара ҫемйипех Тюмень облаçӗнчи Ярковски районне куҫса килтӗмӗр. Ун чухне эпӗ тӑхӑр ҫулхи ача пулнӑ. Аттепе анне чӑвашсемех.

—Сирӗн чун-чӗре туйӑмӗнче чӑвашлӑхшӑн çунни куҫкӗретех. Эсир чӑваш сывлӑшӗпе сывлатӑр тата хамӑр нацие аталантарассишӗн сине тӑратӑр.

Ку тӗрӗсех. Кашни ҫын тӑван чӗлхепе калаҫни маншӑн ӑшӑ хумпа хавхаланнипе пӗрех. Ҫавӑнта пурнӑҫ, вӑй-хал, малашлӑх вӑй илсе пыни палӑрать те. Эпӗ ку тӗлӗшпе чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗпе, вӗрентекенӗпе — Иван Яковлевич Яковлевпа чӑннипех те мухтанатӑп. Унпа ӑмсанатӑп та. Чӑннипех те, унӑн ячӗ ӗмӗр-ӗмӗр сӳнми, вилӗмсӗр-ҫке. Вӑл чӑваш ҫырулӑхне ура ҫине тӑратассишӗн, Чӗмпӗрте чӑваш шкулне уҫассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Мана тата чӑвашлӑха аталантарас ҫӗрте иксӗлми тӳпе хывнӑшӑн И. Яковлев медалӗпе те чысланӑ. Чӑвашсен йышӗнче паллӑ та хаклӑ ҫынна — Геннадий Волков академике ҫав тери хисеплетӗп эпӗ. "Ҫын ҫук пулсан, ниҫта та пуласлӑх сук... Тӑван чӗлхерен хакли ниҫта та урӑх ҫук", - тет вӑл.

Эсир "Ҫут санталӑк — çын. культура" программӑн ертÿҫи пулнӑ май, палӑртнӑ ӗçе шкул ачисем хушшинче те пурнӑслатӑр ӗнтӗ?

—Урал тӑрӑхӗнчи Ҫӗпӗрте—Тюмень облаҫӗнче 30 пине яхӑн чӑваш пурӑнать. 125 наци ҫынни килсе вырнаҫнӑ ҫакӑнта. Тюмень хулинче тӑватӑ пине яхӑн чӑваш. Сӑмах май каласан, асӑннӑ тӑрӑхра 1992 ҫулта чӑвашсен "Тӑван" пӗрлешӗвӗ чӑмӑртаннӑ.

"Тӑван" пӗрлешӳ облаҫри чӑвашсен чӗлхипе культурине тата йала-йӗркине аталантарассипе, ҫакӑнта ҫамрӑксене хӑй тавра пӗтёҫтерессипе сумлӑ йӗр хывать. Пирӗн пысӑках мар йыш та, хамӑр программӑпа килӗшӳллӗн, ку тӗлӗшпе ӗҫ коллективӗсенче, гимназисенче, шкулсенче пулса хӑйӗн тупине хывать. Кунта уйрӑмах живопись урокӗсем ирттересси, живопись произведенийӗсен куравӗсене йӗркелесси йӑлара. Эпир ҫитёнекен, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленекен ӑрӑва тӑван тавралӑхӑн илемлӗхне, хитрелӗхне, черченлӗхне сӑнарлӑ танлаштарупа кӑтартма хӑнӑхтаратпӑр. Ҫитӗннисем хушшинче тата творчествӑлла пултарулӑха вӑй илтересси-пе "Сюрприз" ансамбль йӗркелени те чӑвашлӑха манманнипе ҫыхӑннӑ. Ушкӑн час-часах сцена ҫине тухать, хӑйӗн юрри-ташшипе савӑнӑҫ кӳрет.

2010 сулхи ӗмӗт-тӗллевсемпе паллаштармӑр-ши?

—Чи малтанах, мӗн пытармалли, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 60 ҫул тултаратӑп. Юбилее парне пултӑр тесе сӑвӑсем ҫырма тытӑнтӑм. Сӑввисене малтанах ҫырнă-ха. Вӗсем ытларах юратупа туслӑх темисемпе... Культурӑпа ҫыхӑннисем те пур. "Ҫынсен сӑввисене вуласа ҫитет сире", — тесе асӑрхаттарчӗҫ те ҫынсем, ҫӗнӗ вӑй-хал хускалчӗ.

—Сӑвӑ кӗнеки ячӗ пирки асӑнмӑр-ши?

"Байкал кӳлли" тесшӗн эпӗ. Хамӑн та хушамат ҫапларах пулнӑ та... Тата Байкал кӳллине ҫавтери ытараймастӑп. Кӗнекере семьесем тавра ытарлӑн калакан йеркесем те пулӗҫ. Ҫемье вӑл — сӑваплӑ ӗҫ, пурнӑҫ тыткӑчи тата малашлӑхӗ. Ырӑ та сӑваплӑ ҫемьесен йышӗнче чӑвашсене ҫутта кӑлара-кан Иван Яковлев ҫемйине мала хуратӑп. 2008 ҫулта вӑл ҫуралнӑранпа 160 ҫул тултарнине уявлама Чӗмпӗре те ҫитсе курнӑччӗ.


Калаҫушӑн, тавах...                                                                         

Хӑвӑра та ырлӑх-сывлӑх сунатӑп.

Калаҫӑва Г. ЕФИМОВ ("Ял пурнăçĕ") йӗркеленӗ.

Категория: Интереслĕ статьясен пуххи | Добавил: Deemar (25.05.2013) | Автор: Мĕтри
Просмотров: 1508 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем