ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Эрнекун, 22.11.2024, 16:25
Сайт тытăмĕ
Категорисем
Атнер П. Хусанкайăн статьисем [6]
Интереслĕ статьясен пуххи [21]
Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем [12]
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Тĕп страница » Статьи » Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем

Сарри Паттăр

Сари паттăр Виръял чăвашĕ. Вăл Етĕрне уесĕн Сарьел ялĕнче пурăннă. Унăн тата икĕ шăллĕ пулнă.

Вăл çамрăк чухне тăван халăх ирĕклĕхĕшĕн Хусан ханлăхне хирĕç кĕрешнĕ. Мускава кайса Хаяр Йăванпа килĕшӳ тунă. Вырăссем Хусана илсен, хăйсен çарĕсене чăваш тата семмари çĕрĕсенче хăварнă. Авра Сарри паттăр Мамич-Пертейпе Акпарс пекех, пĕтĕм вăй-халне парса çĕнĕрен капланса килнĕ вырăс пусмăрçисене хирĕç хаяррăн кĕрешме тытăннă.

Ун чухне Нухайстанра Юсуп-хан пулнă. Мамич-Пертей вара 1553 çулта Юсуп патне кайса унпа пĕрле Мускав пусмăрне хирĕç кĕрешме калаçса татăлать. Каярахпа Сарри паттăр, Сейсетпе пĕрлех, Арча чăвашĕсем пулăшнипе, Хусантан çитмĕл çухрăмра Меше юханшывăн çӳллĕ çыранĕнче, питĕ вăйлă карман туса лартать. Меше тăрăхĕ авалхи Чăваш тăрăхĕ, кунта чăвашсем йышлăн пурăннă. Сарри паттăр, паллах, тăван чăвашсем хăй майлă пуласса шаннă ĕнтĕ. Чăнах та, пĕтĕм чăваш халăхĕ çак кĕрешĕве хутшăннă.

«На берегах Средней Волги, можно сказать, не было народа, который так сильно отстаивал бы свою свободу, как чуваши».

Вырăссем хăраса ӳксе хăйсен Сĕве хулинчи тата Хусанти çарĕсене пĕрлештереççĕ те Сарри паттăрпа Сейета хирĕç тухаççĕ. Вĕсене Сĕве хулин вăйпучĕ вырăссен чапа тухнă Салтыков çарпуçĕ ертсе пырать. Сарри паттăр унăн çарне ним юлмиччен аркатать, хăйне тыткăна илет. Ун хыççăн Мамич Пертей Аçтăрхана тата нухайсем патне патша пулма шырама чингизид шырама кайнă. Вăл хăйсен çарĕ нумай пулнине, вĕсем патша çарĕсене пĕрре кăна мар çапса çĕмĕрнине ĕнентерме, çак çапăçура тыткăна илнĕ Салтыков вăйпутăн тимĕр кӳпине те илсе кайнă.

Меше шывĕ çинчи çапăçу хыççăн Сарри паттăр хăйĕн Сейсет тусĕпе пĕрле Лайăш хули патĕнче те, Арча хули çывăхĕнче те, Чаллă карманĕ патĕнче те хăйĕн тĕкĕрçисемпе Хаяр Йăван янă Даниил Адашев полкĕсене, Шереметев çарĕсене те, Микулински кнеçпе Курбски кнеç хурахĕсене те темиçе темиçе хутчен çапа-çапа çĕмĕрнĕ.

Сарри паттăрпа Сейет Атăл урлă каçса Вирьяла килнĕ. Хаяр вăрçă пин тĕрлĕ пăрнăçлă пулнă. Сарри паттăр вырăс колонизаторĕсене хирĕç партизанлă меслетсемпе кĕрешме туçланă.
-----
Сарри Паттăр - герой булгаро - чувашского народа, поэт и полководец, прославившийся в войнах нашего народа за национальную независимость в середине XVI века. Сарри Паттăр был родом из села Сарьял, ныне Ядринского района ЧР. Это Вирьял, горная сторона, северная Чувашия. Очень много сохранилось сведений о нем в фольклоре. Одним из первых, кто записал устные предания о Сарри Паттăре, был писатель, историк и просветитель Яндуш Спирки. А из богатого поэтического творчества Сарри-Паттора сохранилась только одна песня под названием " Уничтожим злого врага".
Сарри-Паттор один из тех героев, которые вели борьбу за освобождение из-под ига Казанского ханства. В ходе борьбы он искали союзников, и нашли его в лице Московского государства. Сарри Паттăр полагал, что русские помогут чувашам освободится от власти Казани и создать независимое государство. Он был в числе составителей "Золотой буллы" об основах взаимоотношения чуваш с русскими. В основе "Золотой буллы" лежало утверждение о том, что после взятия Казани русские войска уходят на свою территорию, и не будут вмешиваться в дела народов Поволжья. Веря в это, войска Сарри Паттăра и его соратников активно участвовали во взятии Казани.
Но царь Московии Иван Грозный подло обманул Сарри Паттăра и его соратников: русские войска остались в Казани и на покоренных землях. Тогда, ровно через 45 дней после взятия Казани, Сарри Паттăр начал войну с русскими.
Сарри Паттăр - житель вирьяла. В тоже время известно, что его имя было популярно и в окрестностях Лаиша, ныне Республики Татарстан. Недалеко от города от города Лаиш протекает река Меше. На берегу этой реки есть большой курган, названный местными жителями Маккаров курган. Под курганом похоронены чувашские патторы,которые сражались за счастье и свободу народа. Вели этих патторов Сейсет и Сарри Паттăр. Потом Сарри Паттăр, вместе с восточными булгаро - чувашами, строит крепость на р. Меше, в 70 км. от Казани. Русские, испугавшись, соединили свои войска, стоявшие в Казани и Свияжске, и выдвинулись против Сарри Паттăра и Сейсета. Их вел воевода Салтыков. Русские войска были полностью разбиты, а сам Салтыков взят в плен.
Почему же крепость была построена именно за Казанью, на р. Меше? Эти места назывались Чувашской даругой, то есть, Чувашской областью. И понятно, что в борьбе с пришлыми угнетателями опираться стоит только на своих единоплеменников.
После битвы на р. Меше, враг разбивался и у г. Лаиш, и у Арча, и у Чалла.
Когда и где погиб Сарри Паттăр неизвестно. Но его имя свято для нас и всех иных свободолюбивых народов.

Категория: Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем | Добавил: Deemar (12.10.2013)
Просмотров: 1683 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем