ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Эрнекун, 22.11.2024, 21:44
Сайт тытăмĕ
Категорисем
Атнер П. Хусанкайăн статьисем [6]
Интереслĕ статьясен пуххи [21]
Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем [12]
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Тĕп страница » Статьи » Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем

Искей Пайтулĕ (Байдул Искеев)

Искей Пайтулĕ (Байдул Искеев)

1966 çулта пичетлесе кăларнă "Чăваш АССР историйĕ" кĕнекере çакăн пек каланă йĕркесем пур: "Хресченсемпе феодалсем хушшинчи хирĕçтăру çивĕчленсе пынăран, 1670—1671 çулсене Степан Тимофеевич Разин ертсе пынă хресчен вăйлă вăрçи патне илсе çитернĕ. Чăваш халăхĕ те, хăйсен хушшинчен пултаруллă çар пуçĕсене суйласа илсе, вĕсене утамансем пулма шаннă. Çав шутра Пайтул Искеев полковник та пур. Вăл Çĕрпÿ уесĕнчи Хуракасси ялĕнчен. Унăн хресчен-пăлхавçăсенчен тăракан пысăк ушкăнĕ патша влаçĕн Ю. Борятинский ертсе пынă çарне хирĕç — Чĕмпĕр хули патĕнче, Д. Борятинскин çарне хирĕç Çĕрпÿ хули, Тусай, Юнтапа, Хуракасси ялĕсем патĕнче хăюллăн çапăçнă".

Искей Пайтулĕ (паллă мар, Çĕрпÿ уесĕнчи Хуракасси ялĕ —1671 (1672), Шупашкар уесĕн Чиканкасси ялĕ) – С.Т.Разин ертсе пынă çĕкленнĕ Хресчен восстанийĕ вăхăтĕнчи чăваш отрячĕсен пуçлăхĕ.
1670 çулхи çулла унăн отрячĕ Разин чĕннипе Атăл тăрăх анаталла Астрахань хулине çитиччен аннă. Унтан пăлханнă казаксен йышĕнче Вăтам Атăл уесĕсене килнĕ. Патша çарĕсене хирĕç Чĕмпĕр хули çывăхĕнче, Карла юхан шывĕ хĕрринче чылай çапăçусене хутшăннă. Хăюлăхшăн тата çар ĕçне пĕлсе туса пынăшăн Искеева полковник званине панă.
Сăр вăрманĕсем витĕр хăй отрядне çĕнĕ çынсемпе пуянлатса Çĕрпÿ çывăхне илсе пынă. Хулана хупăрлани хресчен пăлхавĕсене вăйлатнă, вĕсене пусарма пысăк вăйсем яма тивнĕ. 1671 çул пуçламăшĕнче Искеев тыткăна лекнĕ. Преданисем тăрăх, ăна восстание хутшăннисем хăтарнă, вăл вара кĕрешĕве малалла тăснă, 1671 (1672) çулхи çапăçура вилнĕ, ăна пĕр сăрт çине пытарнă, вырăнти халăх ку сăрта Пайтул сăрчĕ тесе каланă. Искеев чăваш сăввисемпе юррисене те хайлани паллă. Вĕсенче хресченсем çĕрпе ирĕклĕх çинчен шухăшланине, вĕсен çапăçури паттăрлăхне мухтанă. Унăн сăввисемпе юррисене халăх пухса пынă. Пайтула асăнса Шупашкарта пĕр урама, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи пĕр библиотекăна ун ятне панă.
------
Пайтул юрри. Пире никам çĕнес çук
Йĕрлерĕç те виçĕ кун,
Хăваларĕç çичĕ кун;
Тытатпăрах, терĕç пуль,
Çакатпăрах, терĕç пуль.
Пире часах тупас çук
Сĕм вăрмансем пур чухне,
Пире вăйпут тытас çук
Пăши ури пур чухне.

Хупăрларĕç çичĕ хут,
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртĕмĕр, терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр, терĕç пуль.
Пире улпут çĕнес çук
Алра вут-хĕç пур чухне.
Пире никам çĕнес çук
Алра çĕмрен пур чухне.


Юхма Мишши «Авалхи чăвашсем»

Категория: Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем | Добавил: Deemar (12.10.2013) | Автор: Тимеккей
Просмотров: 2084 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем