Чăваш эпосĕ «Улăп» — халăхра упранса юлнă пысăк пуянлăх. Чăвашсем Улăп çинчен çÿрекен паттăрла халап-юмахсене ăруран ăрăва, ламран лава каласа пырса паянхи куна çитĕрме пултарнă. Çуйăн Хĕветĕрĕ вĕсене 60 çул хушши пĕрчен-пĕрчен пухса, çĕнетсе, сăвăласа эпос шайне çитернĕ. Кĕнеке хĕрĕх юрăран тăрать.