ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Юн кун, 15.05.2024, 14:47
Сайт тытăмĕ
Категорисем
Атнер П. Хусанкайăн статьисем [6]
Интереслĕ статьясен пуххи [21]
Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем [12]
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Тĕп страница » Статьи » Интереслĕ статьясен пуххи

Тиркевĕ те ырă суннипе пĕрехчĕ (А.С.Артемьев пирки)

Писатель ĕçне хакланă чухне эпир унăн произведенийĕсене кăна шута хуратпăр. Манăн Александр Спиридонович Артемьевӑн калама çук пысăк тепĕр ĕçне те мантарас килмест. Совет саманинче "наставник" сăмах питĕ хисепреччĕ. Хунтăлакан писатель, çамрăк автор хутне кĕрекен темелле-ши? Миçе çынна пулăшман-ши вăл? Миçе çынна литература ĕçĕ çине алă суласран çăлса хăварман-ши? Пурăннă пулсан халĕ те пулăшатчĕ, авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 85 çул тултармаллаччĕ.
    Ĕçе кайнă чухне çула май Чăваш кĕнеке издательствине кĕрсе тухмалли тупăннăччĕ. Курас тенине курнă, калаçас тенине калаçнă хыççăн васкаса урама тухрăм. Мана хирĕç сулăмпа кăна утса пыракан Александр Спиридоновича чутах пырса çапăнаттăм. Вăл мана хулран çавăтрĕ те тротуар хĕррине илсе тухрĕ. Малтанах шухăшласа хунă пекех васкаса калаçма пуçларĕ. Манăн ал çырăвне издательство ăна, Александр Спиридоновича, вăрттăн рецензилеме панă иккен. "Закрытое рецензирование" тенине çапла куçарчĕ вăл. Ун пек чухне виçĕ рецензент пулмалла, пĕр-пĕрне пĕлмелле мар. Пурин те хăйĕн ятне-шывне кăтартма юрамасть. "Рецензент" тесе кăна алă пусмалла. "Ку рецензент кам?" тесе ыйтакан пулсан та издательство çыннисен калама юраман. Урăхла каласан, ал çырăвне "касма" шухăшласа кăларнă меслет. Эпĕ, издательствăра ĕçлесе курнă çын пулсан та, кун çинчен пуçласа илтрĕм. Ытла та шăлсăр-çке ку тесе каласран Александр Спиридонович манăн ал çырăвĕнчи тăватă сăвва пăрахăçланă, пичетлеме юрăхсăр тенĕ. Тепĕр вăрттăн рецензенчĕ Аркадий Эсхель пулнă. Вăл та, калаçса татăлнă пекех, тăватă сăвва "каснă". Виççĕмĕшĕ кам пулнине халĕ те пĕлместĕп. Вăл миçе сăвва тиркенине те чухлаймастăп. Çапла вара, вăрттăн рецензентсен али витĕр тухнă "Хурăнсар" сăвă пуххи тематика планĕнче палăртнинчен нумай ырханрах тухрĕ. Тиркенĕ сăвăсем вырăнне урăххисене сĕнмерĕм. Ытлашши калаçу пуласран шик-лентĕм-ши?..
    Пултарулăх çыннисен пурин тенĕ пекех "эпĕ" тени чи малта пырать. Çавăнпа тепĕрне пулăшмалла чухне йăпăр-япăр алă тăсса памасть. Александр Спиридонович пĕрре те апла марччĕ.
    Александр Спиридонович чухлĕ ал çырăвĕ вуланă прозаик урăх çукчĕ те пулĕ. Ырă сунса критиклекен рецензент сахалччĕ. Темшĕн пурте чи малтан çитменлĕх шырамалла та çитменлĕх тупмалла тесе ăнланаççĕ. Александр Спиридонович та куç тĕлне лекнĕ кăлтăксемпе çитменлĕхсене сиктерсе хăварман. Анчах ыррине, ырлама тивĕçлине маларах курнă. Чи малтан лайăххине шыранă. Çавăнпа ăна кӳренсе пурăннă, халĕ те кӳренсе пурăнакан писатель çук-тăр.
    Иван Вутланӑн пĕрремĕш кĕнеки мĕнле хĕнпе те асаппа пичетленсе тухнине лайăх астăватăп. Çак асапа чăтса ирттернĕ хыççăн "литература" сăмаха та илтес, алла калем тытас килми пулмалла. Унăн пĕрремĕш повеçĕ "Асамат кĕперĕ" "Коммунизм ялавĕ" хаçатра çапăнчĕ. Ăна вулакан патне кĕнеке халлĕн çитерес тесе Иван Дмитриевичăн 8 çул таранах "çапăçма" тиврĕ. Писательсен союзĕн проза секцийĕнче сӳтсе явни те пулăшмарĕ. Секци членĕсен сĕнĕвне издательство темшĕн йышăнмарĕ. Парти обкомне миçе çыру янине пĕлместĕп. Пĕрне Писательсен союзĕн правленине мерăсем йышăнма тавăрса панăччĕ. Правлени издательствăна сĕнес тесе йышăну турĕ. Анчах кĕнеке çаплах тухмарĕ. Такам сĕннипе-и, хăйех тавçăрнипе-и — Иван Дмитриевич Артемьев патне пулăшу ыйтма кайнă. Александр Спиридонович ку хутĕнче те ал çырăвĕпе тĕплĕн паллашнă, рецензи çырнисĕр пуçне авторăн мĕн те мĕн тумаллине, ăçта мĕн катĕртмеллине, мĕн хушмаллине теплĕн çырса панă. Çапла майпа автор повеç ал çырăвне "кондицие" лартайнă та. Александр Спиридонович Вутланшăн рецензент кăна мар, консультант та пулса тăчĕ. Нумайччен килĕштерсе ĕçлерĕç вĕсем.
    1984 çулта Александр Спиридонович хаçат-журналта пичетленнĕ, сунтăхра выртнă статйисемпе рецензийĕсене пуçтарса "Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ" кĕнеке кăларчĕ. Ăна чăваш литературине вĕрентекенсемпе вĕренекенсем вĕренӳ кĕнеки вырăннех йышăнчĕç. Хăвăрт саланса пĕтрĕ.
    Вулакансем мар, писательсем хăйсем прозаиксенчен "чĕлхеллисене" пайăрлаççĕ. Вĕсен йышĕнче Александр Спиридонович — маларах тăраканни. Çавăнпах пулĕ кашни статьяра, кашни рецензире стиль шăйрăкĕсене саваланине тупма пулать. Геннадий Хлебников критик Александр Спиридоновича "прозăри поэт" тенине йышăнмасăр тăма пултараймастпăр. Чĕлхе шăйрăкĕсем ун чунне ыраттармаллипех ыраттарнине кашни рецензипе статьярах туятпăр.
    Александр Спиридонович нумай çул Писательсен союзĕн правленийĕн членĕнче тăчĕ. "Тӑван Атӑл" журналăн редколлеги членĕччĕ. Писательсен союзĕн проза секцийĕн ĕçне хастар хутшăнатчĕ. Прозăпа пултарулăх семинарĕсем ирттернĕ чухне ăна ялан тенĕ пекех ертсе пыма шанаттăмăр.
    Халĕ писатель ятне йӳнетсе ятăмăр. Ун чухне союз членне кĕрес текенсен пултарулăхне пĕр çынна сиктермесĕр секцисен ларăвĕсенче пăхса тухнă. Проза секцийен ларăвĕсене Александр Спиридонович сиктермен. Иккĕленӳ-мĕн çуралсан кашнинчех ун еннелле пăха-пăха илеттĕмĕр. Вăл калани яланах вырăна килнĕ. Писательсен хушшинче те хисеплĕ ятсемпе наградăсем ыйта-ыйта илекенсем пулман мар. Паян та пур. В.А. парти пухăвне "сыпса" пынăччĕ те — халиччен пулманнине кăшкăрашса ларма тытăнчĕ. "В.С., чарăнăр!" — тесе темиçе те асăрхаттарчĕ пухăва ертсе пыраканĕ. "Халăх писателĕ" парăр — чарăнатăп", — терĕ хайхискер. Тепĕр пухура В.У. ятарлă пенси илме хисеплĕ ят кирлĕ пулнипе хăйне "Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятлă тума тархасласах ыйтрĕ. Ку халĕ, çĕнĕ ĕмĕрте, пулса иртрĕ. Правленин пĕр ларăвĕнче сумлă поэт ыйту хускатрĕ: "Ефимов — халăх поэчĕ, унăн орден пур, Сементер — халăх поэчĕ, унăн та орден пур. Эпĕ те халăх поэчĕ, манăн орден çук". Правлени членĕсенчен пĕри: "Çырма пăрахни миçе çул çитнĕ ятпа пулать вара ку награду?" — тесе ыйтсан шăпланчĕ. Сире-сире пăхăр-ха мĕн пур справочнике. Александр Спиридоновичăн мĕн пур?
"Тӑван Атӑл" редколлегийĕн пĕр ларăвĕ асран тухмасть. Ун чухне журналсем çулталăк премийĕсемпе хавхалантаратчĕç. "Тăван Атăл" журнал редакцийĕ çулталăк тăршшĕнче тĕп жанрсемпе çырса пичетленĕ чи лайăх произведенисемшĕн тăватă преми паратчĕ. Проза произведенийĕсенчен Александр Спиридоновичăн "Пукра" повеçне палăртас терĕмĕр. Алă çĕклесе сасăлама вăхăт çитсен вăл вырăнтан хускалчĕ те лăпкă сасăпа каларĕ: "Кашни номернех вуласа пытăм. Ман шутпа, "Чĕкеç йăвине ан салатăр" повеç ку премие илме тивĕçлĕрех".
    Çапла çав çулхине "Тăван Атăл" журналăн премине илекенсем тăваттăн вырăнне пиллĕкĕнех пултăмăр.
    

Денис Гордеев, чăваш халăх писателĕ.
Ҫӑлкуҫ: Чӑваш халӑх сайчӗ
Категория: Интереслĕ статьясен пуххи | Добавил: Deemar (13.06.2014) | Автор: Чӑваш
Просмотров: 559 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем