ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Юн кун, 15.05.2024, 06:57
Сайт тытăмĕ
Категорисем
Атнер П. Хусанкайăн статьисем [6]
Интереслĕ статьясен пуххи [21]
Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем [12]
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Тĕп страница » Статьи » Интереслĕ статьясен пуххи

Артемьев Александр Спиридонович

Artemjev Alexander.jpgАртемьев Александр Спиридонович (1924 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ, Тури Вылă ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ), Раççей империйĕ — 1998 çулхи çурлан 5-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш прозăçĕ, сăвăçĕ, литература тишкерӳçи, тăлмач[1]

СССР ÇП пайташĕ (1951 ç.)

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1924 çулхи авăн уйăхĕн 14 Етĕрне уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) Тури Вылă ялĕнче çуралнă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкулта, А. М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан Литература институчĕнче вĕреннĕ. Тăван ялĕнчи вулав пӳрчĕн заведующийĕ, «Ялав» журналăн литература ĕçченĕ, «Тăван Атăл» журналăн редакцийĕн яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, фашистсен Германипе самурайсен Японипе çапăçнă.

Александр Спиридонович Артемьев 1924 çулта Элĕк районĕнчи Тури Выл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вун сакăр çул тултараспа вăл Хĕрлĕ Çара каять, 1943 çулта Курск патĕнчи çапăçура аманать. Хоспитальре сывалать те — каллех Анăç фронтне каять. Германие парăнтарнă хыççăн Тухăçа та çитме тивет ăна, Маньчжурире вăл Япони çарĕсемпе çапăçăва кĕрет. Пулас çыравçă 1947 çулта тин киле таврăнать.

А. С. Артемьевăн пĕрремĕш кĕнеки 1950 çулта «Ан авăн, шĕшкĕ» ятпа тухать. Кĕнекене çичĕ калав кĕнĕ. Вĕсенче автор совет салтакĕсен вăрçăри паттăрлăхне, киле таврăнсан мирлĕ ĕçе хастаррăн хутшăннине кăтартса парать. Вăрçă хирĕнчи инкек-синкеке çыравçă хăйĕн тусĕсемпе тӳссе ирттернĕ, ун хыççăнхи йывăрлăхсене те вăл тусĕсемпе пĕрле çĕнтерсе пынă.

Малалла унăн кĕнекисем вĕçе-вĕçĕн тухса пыраççĕ: «Хĕрлĕ çăлтăр» (1952), «Юрату юррисем» (1953), «Салампи» (1956), «Алтăр çăлтăр» (1958), «Çунатлă çуралнисем» (1965), «Хунавлах хăрнисем» (1970), «Симĕс ылтăн» (1972), «Тăвăл умĕн (1975) тата ыттисем.

«Салампи» повеçе, сăмахран, паян кун та ватти-вĕтти таранах алран ямасăр вулаççĕ. Ку кĕнекере автор чăваш çамрăкĕсен вăрçă хыççăнхи нушаллă пурнăçне, вĕсен кăмăлне, çутă ĕмĕтне сăнарланă. Ахальтен мар ĕнтĕ В. Н. Яковлев режиссер «Салампи» повесть тăрăх пьеса çырса Чăваш академии драма театрĕнче лартнă.

Повеçри ĕçсем композиторсене те кăсăклантараççĕ. Анисим Асламас композитор ун тăрăх «Салампи» ятлă опера та çырчĕ.

А. С. Артемьевăн таланчĕ чи малтан прозăра палăрчĕ. Çав вăхăтрах вăл поэзире те нумай ĕçлерĕ, унсăр пуçне вырăс тата тĕнче классикĕсен сăввисене чăвашла куçарчĕ. Унăн сăввисене чылайăшне композиторсем юрра хыврĕç. Вĕсене паянхи те час-часах шăрантараççĕ. Акă çав юрăсенчен пĕри:

« Çӳл тӳпере çăлтăр вылять
Сан куçу пек йăлтăртатса.
Чул хушшипе тăр шыв юхать
Сан куллу пек шăнкăртатса.

Сывлăм ӳкет садсем çине,
Каç сулхăнĕ çапать çĕре.
Ǎçта-ши эс çак каçхине?
Сана кĕтсе çунать чĕре.

Çăлтăр сӳнет çӳл тӳпере,
Пуриншĕн те килет ыр кун.
Сӳнми çунать хĕрӳ чĕрем,
Саншăн çунать ман çамрăк чун.
»

А. С. Артемьев чăваш литературинче çухалми йĕр хăварчĕ. Унăн чĕлхи пуян та илемлĕ, сăнарĕсем пурте ĕнентерӳллĕ, пурте асра юлаççĕ. Çыравçăн кĕнекисене чылайăшне вырăсла куçарнă. Çавăнпа писатель пултарулăхĕпе чăвашсем кăна мар, ытти халăхсем те паллашма пултарчĕç.

1998 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултаруллă ĕçсем

Пултарулăхăн малтанхи çулĕсенче сăвăсем çырнă. Кĕвĕçĕсем унăн сăввисем çине юрăсем хывнă: «Ах, пĕлесчĕ», «Çуралнă çĕршыв», «Салампи юрри», тата ыттисем. Александр Артемьев литература критики тĕлĕшĕнче те тăрăшса ĕçленĕ.

Пичĕтленнĕ кĕнекесем:

  • «Ан авăн шĕшкĕ» (1950);
  • «Салампи» (1956, 1960, 1966, 1983);
  • «Улма йывăç авăнать» (1958);
  • «Тăвăл умĕн» (1975);
  • «Юлашки юрă» (1981);
  • «Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ» (1984);
  • «Суйласа илнисем» (икĕ томлă, 1986);

тата ыттисем.

Александр Артемьев чăваш чĕлхи çине çак авторсен произведенийĕсене куçăрнă: А. Пушкин, М. Лермонтов, И. Тургенев, Л. Толстой, И. Гёте, тата ыттисем.

Чыславсемпе парнесем

Категория: Интереслĕ статьясен пуххи | Добавил: Deemar (13.06.2014) | Автор: Чӑваш
Просмотров: 1529 | Комментарии: 2 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем