ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Юн кун, 15.05.2024, 07:17
Сайт тытăмĕ
Категорисем
Атнер П. Хусанкайăн статьисем [6]
Интереслĕ статьясен пуххи [21]
Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем [12]
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Тĕп страница » Статьи » Интереслĕ статьясен пуххи

А.С.АРТЕМЬЕВ ÇУРАЛНĂРАНПА 85 ÇУЛ
ЛИРИК – ПСИХОЛОГ – КУÇАРУÇĂ
Чăваш классикĕсем çинчен сăмах тухсан Константин Ивановпа, Çеçпĕл Мишшипе пĕрлех Александр Артемьев писатель асăма килет. Тен, вăл çырнă «Салампи» кĕнеке манăн пурнăçри хам тĕллĕн вуланă чи пĕрремĕш кĕнеке пулнăран, тен, чăваш ялĕнче çитĕнсе вырăсла вулама хăнăхма ĕлкĕрменскер, Тургенева, вырăссен мăнаçлă писательне «Пирвайхи юрату», «Ася», «Чĕрĕ виле» повĕçĕсемпе прозăлла сăввисене Александр Артемьев куçарăвĕ урлă паллашса чĕрене хывнипе-ши? Миçере пулнă-ши эпĕ ун чухне? Халĕ астумастăп та ĕнтĕ. Анчах писатель тăван сăмахсемпе питĕ асăрханса, питĕ чечен те черчен япалана ватасран шикленнĕн, чĕлхе çеммине пăхăнса куллен шухăшлаттаракан ыйтусене пĕр вăхăтрах ансат та, илемлĕн çырса кăтартнипе-ши?
Александр Артемьев çуралнăранпа сентябрĕн 14-мĕшĕнче 85 çул çитрĕ. Вăл Чăваш Енри Элĕк районне кĕрекен Тури Вылара çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса хастаррăн çапăçнă, орден-медальсене тивĕçнĕ. Çакă Александр Спиридоновича кайран, çыравçă пурнăçĕнче те пулăшнă. Тĕслĕхрен, эпĕ пĕрре асăннă «Салампире» (1954) те, «Улма йывăç авăнать» (1958) кĕнекери геройсем те Артемьев ирĕке кăларнă вырăнсенчех тăшманпа çапăçнă.
Çар хĕсметĕнчен демобилизаципе таврăнсан пĕр вăхăт тăван ялĕнче вулав çуртĕнче ĕçленĕ, 1947 çулта Шупашкара куçнă, типографире корректорта ĕçлеме пуçланă. Çав çулах Александр Артемьевăн пĕрремĕш калавĕ – «Пĕчĕк Лийăн пысăк савăнăçĕ» пичетленсе тухнă. Вулакан тӳрех çын психологине лайăх пĕлекен авторăн лиризмпа пуян произведенийĕсене юратса вулама пуçлать, кашни çĕнĕ хайлавне чăтăмсăррăн кĕтет. А.М.Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕренни Александр Спиридоновича пултарулăхне тата ăстарах кăтартма май панă. Çулран-çул, произведенирен произведение Артемьев-писатель ӳссе, çирĕпленсе пырать. Унăн хайлавĕсен тематики те калăпăшĕпе пысăкрах, 1970-мĕш çулсенче «Тăвăл умĕн» икĕ пайлă романра вăл тăван историре тарăн йĕр хăварнă чăваш улăпĕсен сăнарне уçса парать. Çавăн пекех литература ыйтăвĕсене те хускатать пичетре. 1984 çулта пичетленнĕ «Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ» кĕнекере вăл тăван литературăри хăйне хумхантаракан ыйтусене çĕклет.
Сăмах та çук, чăваш литературине кăна мар, культурине те Александр Артемьев пысăк тӳпе кĕртнĕ. Çакна «ахаль çын» – вулакан кăна мар, патшалăх шайĕнче те палăртнă: 1980 çулта Александр Спиридоновича «Чăваш АССР халăх писателĕ» ят панă. Çавăн пекех ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ, Халăхсен туслăхĕн, «Хисеп Палли» орденсемпе, медальсемпе наградăланă.
1998 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Александр Спиридонович Артемьев пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă.
Категория: Интереслĕ статьясен пуххи | Добавил: Deemar (13.06.2014) | Автор: Чӑваш
Просмотров: 521 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем