ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Юн кун, 15.05.2024, 07:08
Сайт тытăмĕ
Категорисем
Атнер П. Хусанкайăн статьисем [6]
Интереслĕ статьясен пуххи [21]
Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем [12]
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Тĕп страница » Статьи » Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем

Чаппан е Сенӗк вӑрҫи (Чаппанское восстание) I-мӗш пайӗ
Воссташие чуваши.Чаппан вăрçи (ăна хăшĕсем сенĕк вăрçи те теççĕ) пирки асăнмасан чăваш историйĕ тулли мар, Атăлçи тăрăхĕнче 1920 çулсенчи выçлăх мĕнле пуçланнин сăлтавне те, Çĕпĕрте чăваш ялĕсем мĕнле йĕркеленнине те ăнланма йывăр.
1921 çулхи çуркунне кая юлса килнипе хресченсем тырра вăхăтра акайман. Çитменнине тата çу вĕçĕччен те çумăр çуман. Çавăнпа акнă тырă лайăх шăтманнипе хирсем хуп-хурах выртнă. Çу варринчех курăксем те типсе, сарăхса кайнă. Шурлăхсенче ӳсекен хăмăш кăна симĕс курăннă ун чух. Кĕр енне кайсан çынсем хăйсен хирĕнчи мăянпа хутăш аран-аран ӳснĕ тыррине алăпа татса пуçтарнă. Хирти мĕнпур тухăç та пĕр-икĕ миххе яхăн çеç пуçтарăннă вĕсен. Çиме апат çуккипе кĕçех выçлăх пуçланнă, 1921 çулхине çак сăлтавпа 5 миллиона яхăн çын вилнĕ.
Хăшĕсем выçлăхран тарса Çĕпĕре тухса каяççĕ. Вĕсен шутĕнче чăвашсем те питĕ нумай пулнă. Йăхташсем маларах, 1880-1905 çулсенче, Çĕпĕре кайнă тăванĕсем патне çул тытаççĕ. Унта çитсен, пĕрисем малтан пуçланса кайнă ялсенче тĕпленеççĕ, теприсем çĕнĕ ялсем йĕркелеççĕ. Выçлăх Раççейре 1921 çулччен маларах та, каярах та пулнă, анчах çакăн чухлĕ çын нихăçан та вилмен. Вăл вăхăтра транспорт çукки те сахал мар чăрмав кӳнĕ, мĕншĕн тесен лайăх тухăç пуçтарнă вырăнсенчен тырра выçлăхпа аптракансем патне нимĕнпе те илсе каяйман.
Хресченсем ĕлĕкрен икĕ-виçĕ хĕл каçмалăх тырă запасĕ тытнă. Мĕншĕн-ха эппин 1921 çулта вĕсен запасĕ пулман? Паллах, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи нумай хавшатнă хресчене, унтан — Граждан вăрçи. «Чапаев» кинофильмри пĕр хресчен калашле, шуррисем килнĕ – çаратнă, хĕрлисем килнĕ татах çаратнă. Çапла 1920 çул пуçламăшĕнче хресченсен тырри хăйсене çиме те юлман. Çитменнине тата ялсене продотрядсем килсе тулнă. Вĕсем пӳлмери юлашки тырра тăпăлтарса илсе кайнă.
1919 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче Петроградра В.И.Ленин çапла каланă: «Хусан – Сарапул тата Атăл – Пĕкĕлме чукун çул станцийĕсенче 10 миллион пăт тырă упранать. Анчах та пăравуссем, вакунсем, топливо çуккипе тырра Мускавпа Петрограда илсе килме çук».
Март уйăхĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 10-мĕшĕччен тырă турттарнипе Раççей чукун çулĕ пассажирсене илсе çӳреме чарăнать. Вăл вăхăтрах Чĕмпĕр патĕнче Атăл урлă каçма кĕпер те уçăлать. Çак чукун çулпа Мускав еннелле 1919 çулхи январь уйăхĕнче пĕр миллион та ик çĕр пин пăт, февральте тăхăр çĕр утмăл пин пăт тырă ăсатаççĕ. Март уйăхĕн пуçламăшĕнче куллен 60-шар вакун, каярах 100-шер вакун тырă турттараççĕ.
Совет влаçĕн çыннисем лаша кӳлсех ялсенче тырă, тĕрлĕ япала пухма тытăнаççĕ. Колчак çарĕ çывхарса килнине сиссе Элмет вулăсĕнчи Кульшарипово, Çĕнĕ Надырово, Миннебаево ялĕсенче хресченсен пăлхавĕсем пуçланаççĕ. К.Раев- ский, Г.Надыров, С.Рахманкулов хресченсемпе калаçса, юн тăкмасăрах пăлхава лăплантарма пултараççĕ. Самартан Пĕкĕлмене Хĕрлĕ çар чаçĕсем килме тытăнаççĕ. Çав вăхăтрах, апрелĕн 7-мĕшĕнче, шуррисем Пĕкĕлмене хупăрласа илес шухăшпа Карабаш ялĕпе Дымка станцине хăйсен аллине çавăрса илеççĕ. Çавна кура Пĕкĕлмери укомпа çарревкомăн ирĕксĕрех чукун çулпа Нурлат еннелле чакма тӳр килет. Вĕсем Шунтал станцийĕнче чарăнса Хĕрлĕ çара доброволецсене пухма тытăнаççĕ. Кунта вĕсем 18 çынна хăйсен ретне илеççĕ. Пĕкĕлмерен чакакансене пухса 150 çынран тăракан отряд йĕркелеççĕ. Винтовкăсемсĕр пуçне çак отрядра 3 пулемет та пулать. Анчах вĕсен татах каялла чакма тӳр килет.
1919 çулхи апрель уйăхĕнче Çĕпĕр, Урал, Вăтам Атăл – Чĕмпĕр хули таран Колчак аллине лекет. Вăл хĕвел тухăç еннел- ле мĕн чухлĕ тырă ăсатни паллă мар. Ман шутпа, сахал мар. Раççейĕн ылтăн запасĕ (2000 тоннăна яхăн) те ун аллинех лекет. Çак ылтăна çынсем паянхи кунччен шыраççĕ.
Большевиксем Хĕрлĕ çара мобилизаци пуçлаççĕ. Чапаевăн 25-мĕш дивизийĕ, Хĕрлĕ çарăн 5-мĕш чаçĕсем Колчак çарне çĕмĕрсе тăкаççĕ. Ĕпхӳ патĕнче те унăн халăх çарне хĕрлисем çĕнтереççĕ.
Выçлăхпа аптранă Мускавпа Петроград валли 1919 çулта июлĕн 18-мĕшĕнче кашни комсомолец пĕрер пăт çăнăх пухса парать. Çав вăхăтра комсомол ячейкисем йĕркеленме тытăнаççĕ. 1919 çулхи август уйăхĕнче комсомолецсем Сухари кунĕ ирттереççĕ. Çак кун комсомолецсем сахал мар сухари пухаççĕ.
Комсомолецсем вулăссемпе ялсем тăрăх тырă та пуçтараççĕ. 1919 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче Атăл – Пĕкĕлме чукун çул çинчи станцисенче виçĕ пин те ик çĕр пин пăт тырă пухăнать. Çапла çĕршывра продразверстка пуçланать. Азнакай вулăсне продразверстка ирттерме Гали Сафиуллин комсомолеца яраççĕ. Ял халăхĕн пухăвĕнче хресченсем шавлама пуçлаççĕ: «Ху выçă вилсен те Мускавпа Петрограда тыррăна ярсах тăр. Хамăрăн мĕн çисе пурăнмалла?!» – кăшкăрнă вĕсем. Ял çыннисем урса кайнипе çак комсомолеца çавăрса илеççĕ. Мăйĕнчен пăявпа чул çыхса юхан шыва пăрахма хăтланаççĕ, анчах Гали маузер кăларса сывлăша темиçе хут персе ĕлкĕрет. Тапăнаканнисем тарса пытанаççĕ. Çак вăхăтра ял çумĕпе Пĕкĕлме уесĕн çар комиссарĕ И.К.Чуйков хăйĕн юланутлă отрячĕпе иртсе пынă пулнă. Пăшалпа пенине илтсе вĕсем яла часрах пырса çитеççĕ. Çапла Гали Сафиуллин вилĕмрен хăтăлса юлать.
1919 çул шăрăх çанталăк тăнă. Çумăр çăвĕпе çуман тесен те юрать. Тыр-пул лайăх ӳсеймест. Кĕркунне енне хресченсем тырă вырма тухаççĕ. Çурлапа çулса, кĕлтесем çыхаççĕ. Çав вăхăтрах хирсене продотряд салтакĕсем килсе çитеççĕ. Хресченсем хăйсен тыррине килне вăрласа ан кайччăр тесе çак салтаксем хиртех тырă çапса михĕсене тултараççĕ, урапасем çине тиесе Пĕкĕлмене ăсатаççĕ. Продотрядсем тырра вăрлăх валли те хăварттармаççĕ. «Татах продотрядсем килсе тулчĕç, каллех çаратма пуçлаççĕ, тыр-пула тиесе каяççĕ, выльăхсене пусаççĕ», – тесе хумханнă ял çыннисем.
Пĕкĕлме уесĕнче акăнакан çĕр лаптăкĕ 303 622 гектар шутланнă. Продразверстка планĕпе, çак уесран 3500000 пăт тырă пухмалла пулнă. 1920 çулхи февраль уйăхĕнче Мензеле уесĕнче хресчен пăлхавĕ пуçланать. Унта Пĕкĕлме, Чистай тата Хусан, Самар çыннисем, Ĕпхӳ кĕпернинчи ялсем хутшăнаççĕ. Вĕсен тĕп хĕç-пăшалĕсем: сенĕк, çава, пуртă тата чукмар, çире чаппан пулнă. Çавăнпа çак пăлхава чаппан е сенĕк вăрçи теççĕ халăхра.
Февралĕн 8-мĕшĕнче пĕр продотряд Мензеле уесĕнчи Çĕнĕ Елань ялне пырса кĕрет. Çак ялта продотряд пуçлăхĕ Пудов питĕ ирсĕрленсе каять. Продразверстка тӳлеме пултарайман хресченсене арестлеме пуçлаççĕ. Çак ирсĕрлĕхе чăтаймасăр ял çыннисем пăлхав çĕклеççĕ. Вĕсене пулăшма кӳршĕ ял çыннисем килеççĕ. Продотряд салтакĕсене вĕлереççĕ, унтан Заинск станцине хăйсен аллине илеççĕ. Кунта вĕсем хула коммунисчĕсене тата Петроградран килнĕ 28 продотряд салтакне вĕлереççĕ. Пăлхавçăсен тĕп штабĕ Заинскра вырнаçать, хăйсен ретне кӳршĕ ялсенчен çынсем пухаççĕ. Вĕсем кашни ялта штабсемпе комендатурăсем йĕркелеççĕ.
Пăлхавçăсен аллине Мензелери ЧК Председателĕ Головин лекет. Ăна та тискеррĕн вĕлереççĕ. Пăлхав малалла сарăлса пырать. Пăлхава Элмет, Çарăмсан ялĕсем те кĕреççĕ. Пĕкĕлме уесне кĕрекен ялсенчен 2/3 пайĕ пăлхава хутшăнать. Пăлхавçăсен планĕ – Чистай, Пĕкĕлме, Елабуга хулисене хăйсен аллине илесси, унтан хĕç-пăшалланса Хусана, Самар, Ĕпхӳ хулисем çине тапăнасси, кайран Мускава илесси. Вĕсем: «Эпир Совет влаçĕсĕр, коммунистсемсĕр хресчен влаçĕшĕн! Мĕнпур начарри – вĕреннĕ çынсенчен. Продразверстка кирлĕ мар! Эпир ислампа христианство тĕнĕшĕн!» – тесе агитациленĕ.
(Вĕçĕ пулать.)
Евгений Илюхин
Çарăмсан районĕ,
Кивĕ Шешкел ялĕ.
Категория: Пирӗн истори. Чӑваш паттӑрӗсем | Добавил: Deemar (18.11.2013)
Просмотров: 672 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем