ЧӐВАШ ТЕТЕЛӖ - ЧӐВАШ ИНТЕРНЕТ ТӖНЧИ
Юн кун, 15.05.2024, 03:25
Сайт тытăмĕ
Пĕчĕк ЧАТ
Пирĕн ыйтăм
Пирĕн сайта хак парăр!
Пурĕ миçе хурав: 84
Статистика

Кунта халĕ: 1
Хăнасем: 1
Усăçсем: 0
Forvo

Сайта кĕр
Главная » 2013 » Юпа » 12 » ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ПĔР САСПАЛЛИРЕН
22:53
ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ПĔР САСПАЛЛИРЕН
*** *** ***

Черченкĕ, чечен чăваш чĕлхи – чылай чĕлхесенчен чи чиперри, чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеç чĕлхи. Чăваш чĕлхи – чĕрĕ чĕлхе.
Чĕресĕр чиновниксем чаршавласах чарасшăнччĕ чăваш чĕлхине. Чарусăрлансах чĕркуçлентересшĕнччĕ, чĕрпеклентересшĕнччĕ. Чĕмереллисем, чăрăлти чанасем чăмрĕç чăтлăха. Чăтăмсăррисем чылайăшĕ чăхăмласа чăркăшланчĕç, чăшăлтатрĕç, чăваш чĕлхин чапне чухламарĕç.
Чĕлхеçĕсем чăваш чĕлхине чĕм чĕрĕлтерчĕç. Чаш! чашларĕ чăваш чĕлхи. Чăвашлатрĕ, чăлăм чăлахланмарĕ, чĕтренмерĕ. Чăкăл-чăкăл чăкăлтатса! чалл! чалкăшрĕ чăваш чĕлхи. Чечекленет чаплă чăваш чĕлхи. Чăмăртанăр чăвашсем! Чăваш чĕлхи чыслă чĕлхе. Чăваш чĕлхи чĕрĕ чух чăваш чухăнланмĕ. Чун чĕререн чăваш чĕлхине чыслăр, чăн чĕре – чăваш чĕлхинче.
Лидия УГАХИНА.
*** *** ***
Авӑтайман автан.
Альтук аппасен Автанĕ апат анманнипе аптӑранӑ. Аран-аран авӑтнӑ - ах, анчах! Алхас Анчӑк Автана анратмаллипех анратнӑ. Айван! Айван анчах-и - апшур! Апата авӑртать анчах.
Альтук аппа анкартинче аппаланать, Автан авӑтаймасӑр асапланать, Анчӑк Автана асӑрхамасӑр аш авӑрать. Айкашать анчах Анчӑк, Автанӑн ав апат анмасть.
Ах, артак-ҫке, ах, ачашлаҫҫĕ-ҫке Анчӑка. Ашапатман! Ашак!
(Апчху! астумасӑр апчухлататъ Альтук аппа.)
Ам-ам-ам!
Автан алки - авӑнчӑк,
Алкум алӑкĕ амантнӑ.
Алӑк айӑплӑ-и, алки-и?
Ам! Автанах айӑплӑ:
Асӑрханман, апӑрша! - ашкӑнса амлатнӑ Анчӑк.
Аванмарланнӑ Автан. Алки аманни - амантнӑрин, авӑтайманни - ай-тур-тур...
Ах, алки авӑнчӑкчĕ, атти аванччĕ, аҫамĕ аркӑ-аркӑллӑччĕ...
Автан асӑрхаман, Айташ Акӑш аннӑ-мĕн ампар айне, аллинче - азбука.
Акӑш (алхапӑллӑн): Автан, акӑ азбука. Асӑнмалӑх Айташ Акӑшран. Азбукӑра - алфавит.
Автан: Алфавит? Азбука? Акӑш акамӑм, апат анмасть-ҫке... Азбука апат-им аптӑранӑскершĕн? Авӑтаймастӑп.
Акӑш: Асӑрха-ха, Автанӑм, азбукӑра акӑ а-пель-син, а-лыча, а-рахис, а-нис, а-рпус...
Автан: Арахис? Арпус? Астивесчĕ Автанӑн! Аппетичĕ - арӑсланӑннилле! Аван! Акӑ алфавичĕ. Ансат-и? Ансат-иҫ! А! А! Автан анасласшӑнччĕ ахӑр, анасланмарĕ - авӑтӑнчĕ! Ак ача!
- А-а-а-а! - авӑтрĕ Автан. Азбука-тӑк азбука! Алфавит-тӑк алфавит!
Марина Карягина.
*** *** ***
Просмотров: 587 | Добавил: Deemar | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Шырав
Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Сайт архив
Сĕнетпĕр:
  • Интернет-газета "Ирĕклĕ Сăмах"
  • Официальный сайт Чувашской общественной организации «Хавал»
  • Чăваш Халăх Сайчĕ
  • Википеди Чӑвашла
  • ЧУВАШСКИЙ. ЖИВОЙ. ЖУРНАЛ
  • Оппозиционная газета «Взятка» (чув.«Сӗтев»)
  • Городской портал «Чебоксар? НЕТ»
  • Сантăр Савкилта ЖЖ
  • Чӑвашсем!
    Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
    Çанталăк
    Чӑвашла юрӑсем